Комментари хушас

22 Çурла, 2018

Тĕпчев ĕçĕнчи тĕрĕслĕхе манас марччĕ

Эстетик сăмахĕ

Тĕпчев ĕçне кÿлĕннĕ çын хăй çине пысăк яваплăх илет. Калас шухăш патне çитиччен ыттисем, малтанхисем мĕн çырнине те пĕлмелле. Апла тăк шырамалла, тупсан тишкерсе тухмалла. Вĕсем туни çине тайăнса тĕпчеве малалла аталантарса пымалла, пĕтĕмлетÿ туса хăв сăмахна каламалла.
Çапла пултăр тесен объективлăх принципне тытса пыни кирлĕ. Пурнăçра пулса иртнине тĕрĕс уçса пани, ыттисен шухăшне хисеплени вырăнлă. Наука çапла ыйтать.
Акă ман умра 2008 çулта Шупашкарта кăларнă «Этнопедагогика в современном учебно-воспитательном процессе непрерывного образования» кĕнеке. Тÿрех калатăп: пирĕн, педагогсен, çитĕнĕвне лайăх кăтартса паракан паха та усăллă кĕнеке. Кунтах М.В. Черновăн «Теоретические основы подготовки кадров к этноэстетическому воспитанию подрастающего поколения» пысăк /80 стр./ статья пур. Кама кăна асăнман пуль, ытларах Мускаврисене, алла ларас тесе-ши? Çак темăпах ятарлă ĕçлесе кĕнекесемпе статьясем çырса «народная эстетика», «этноэстетика», «народная эстетическая культура», «народность эстетического воспитания» терминсене наукăна ыттисенчен маларах кĕртнĕ çын Шупашкартах пурăнать вĕт-ха. Инçетри йĕппе асăрхаççĕ, çывăхри пĕренене курмаççĕ тенĕ пек пулса тухать. Сăлтавĕ те паллă, тĕпчев ĕçĕнче малтанхи, пуçаруçи пулас туртăм пурах çав.
Çак хăйне майлă «эгочире» этнопедагогсенче те асăрхама пулать. Кунта вара объективлăх çумне тата историзм хутшăнать. Çырнисене вуласан халăх педагогикине тĕпчес ĕç Г.Н. Волковран пуçланнă пек пулса тухать. Чăнах та, пирĕн ентеш этнопедагогикăна çĕклесе вышкайсăр пысăк ĕç турĕ, чăваш халăхĕн педагогика культурине ыттисене кăтартса пачĕ. Тепĕр чух çапла шухăшласа каятăн та, пăшăрхану çуралать. Çакăн пек пуян педагогикăллă халăх вăйлă пулмалла пек, йышпа та чакмалла мар пек. Пуласшăн мар çав. Чăвашлăха глобализаци педагогики пусмăрласа пырать, çав хушăрах халăх педагогикине те.
2009 çулта «Этнопедагогика России XIX века» кĕнекене пичетлесе кăлартăм. Ун чухне Геннадий Никандрович та сывахчĕ, пĕрремĕш кĕнекене ăна парнелерĕм. Тĕлĕнтермелле кĕтменлĕх пулчĕ курăнать. Çак кĕнекене хисеплĕ ентешĕмĕре кÿрентерекен ĕç текенсем те тупăнчĕç пулас? Ман тĕллевĕм пач та урăхла пулса — «Платон — ман тус, анчах чăнлăх хаклăрах» /Аристотель/ тенĕ майлă. Çамрăк тĕпчевçĕсем объективлăхпа историзма ан манччăр тесе çыртăм. Паллах, кăштах вырăссене те «чĕпĕтсе» илтĕм, хăйсен педагогика культурине тĕллесе кăтартрăм. Пирĕн тăрăхри этнопедагогсем К.Д. Ушинскисĕр пуçне тепĕр икĕ-виçĕ çын ятне асăнаççĕ те тÿрех хальхи вăхăта куçаççĕ. Унччен çырнă ĕçсем пирки шарламаççĕ. Халăх педагогикине ырлакансем, тĕпчекенсем 19-мĕш ĕмĕртех чылаййăн пулнă. Калăпăр, 18 ĕмĕр вĕçĕнче шкулсенче Н.Г. Курганов çырнă «Письмовникпе» /1777/ ăнăçлă усă курни паллă. Халăх педагогики пирки каланине Н.И. Новиков, А.Н. Ра-дищев декабристсен ĕçĕсенче куратпăр. А.С. Пушкин та чăтса тăрайман. «О народном воспитании» /1826/ ятлă пĕчĕк статья çырнă. В.Ф. Одоевский те пĕрлех. Раççей культуринчи халăхлăхшăн тăрăшакан В.Г. Белинский, Н.Г. Чернышевский, Н.А. Добролюбов, Н.В. Шелгунов, Д.И. Писарев халăх педагогикине уççăн хÿтĕлекенсем пулни те пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Чи пархатарлă ĕç тăваканĕ, халăх педагогикине пур енлĕ тĕпчесе учительсене сĕнекенĕ, паллах, — К.Д. Ушинский. Ăна эпĕ хам кĕнекере этнопедагогика никĕсне хываканĕ тесе палăртрăм. Унпа пĕр шухăшлă Л.Н. Толстой та тăрăшнă. Народник-сен тÿпи те пысăк.
А.В. Духнович 1857 çулта «Народная педагогия в пользу училищ и учителей сельских» кĕнеке кăларать. В.И. Водовозов 1861 çулта «Русская народная педагогика» ĕçе пичетлет. П.Ф. Каптерев «Воспитание и обучение» журналта «Педагогия бабушек» /1898/ статйине кăларать.
Кĕскен каласан, çаксене хальхи тĕпчевçĕсен пĕлмеллех ĕнтĕ. Объективлăх çапла ыйтать. Этнопедагогикăра тата историзм та пулмалла.
Халĕ кăштах урăххи пирки. Паллă тĕпчевçĕ В.П. Станьял интернетра «Эпир «Нарспие» пурте вуланă, мухтанă та хурланă, студентсемпе сас палли юлмиччен шĕкĕлченĕ», – тесе çырать. Тĕрĕс калать, вĕрентÿре çапла ĕçлемелле те. Анчах ун пек чух студент шухăшлавĕ шайĕнчен ытла çÿле хăпарса калаçма хĕнтереххи те паллă. Мĕншĕн тесен унăн тишкерÿ опычĕ, аталанăвĕ тин пуçланнă. «Нарспи» по-эма вулама кăна çăмăл, ăнланма — йывăр. Вĕрентекенĕн ăна пур енлĕ пăхса тухма вăхăт та çитес çук. Çамрăк сăвăç К. Иванов тĕпчевçĕсем валли кăткăс ыйтусем кă-ларса тăратрĕ. Ĕç кунта пурин валли те çителĕклĕ, литературоведсемшĕн кăна мар.
«Нарспи» вăл — искусство хайлавĕ. /Çакна яланах асра тытса пырасчĕ!/ Ăна пур енлĕ уçса пама, паллах, эстетика пулăшать. Поэмăри илемлĕхпе нĕрсĕрлĕх, çĕкленÿллĕ тĕлĕнтермĕшпе ирсĕрлĕх, камитлĕхпе трагедилĕх, сăнарсемпе символлă паллăсен системи, мораль, тĕн, пурлăх йĕрки мĕнле вырăн йышăнни, хайлаври идеологи мĕнлереххи, /Малевичăн «Хура тăваткалĕнче» те идеологи пур теççĕ/, гени тата унăн ĕçĕ, «Нарспи» активлăхĕ — çаксем пурте аксиологи, онтологи, гносиологи, семиотика тĕлĕшĕнчен тишкерсен тата уçăмлăрах курăнаççĕ. Шăпах çак тĕллевпе çырнă та ĕнтĕ «Эсĕ «Нарспи» поэмăна вуланă-и?» кĕнекене эстетик куçĕпе пăхса.
Онтологи енчен илсен сăвăç чăн-чăн пурнăç тĕпчевçи пек курăнса каять. Паллă ĕнтĕ, поэмăра илеме çĕнсе пыракан трагедилĕх хуçаланать. Автор çак пулăм ăçтан шăтса тухнинчен пуçласа ăна вăйлатса пырса социаллă проблема шайне çитерет. Патриархаллă обществăри йĕрке çаплипех çирĕп, ирĕклĕ юратушăн кĕрешĕве тухнă Нарспие пĕртте хĕрхенмест.
Кунта «Нарспири» трагедилĕх урăхлараххи пирки калани те вырăнлă. Енчен те тĕнчери паллă трагедисенче, калăпăр, Шекспир çырнă «Гамлетра», «Макбетра», «Ромеопа Джульеттăра» кăштах оптимизм сисĕнет пулсан «Нарспире» апла мар, тĕп геройсем пĕтĕмпех вилсе пĕтеççĕ, пуласлăх вăрлăхĕ курăнмасть. Хĕрхенÿ туйăмĕ хупласа илет. Пуриншĕн те чун ыратать. Михетерпе Тăхтамана та пач япăх çын пек кăтартман вĕт-ха автор. Вĕсене те шеллетпĕр. Шăп çак самантра поэма пурнăçра кирлĕ чунри пахалăхсене тепĕр хут аса илтерет, мĕншĕн çапла пулса тухрĕ-ха тесе шухăшлаттарать. Кун пек пурăнсан ăçта çитсе тухăпăр-ха? Аристотель калашле, трагедилĕх хăй ĕçне тăватех, чуна тасатса çынна тĕрĕс çул çине тухма пулăшать. «Нарспи» те çавах, унти трагедилĕх пăчлануллăскер пулсан та.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.