Комментари хушас

19 Çурла, 2018

Шупашкарти Хĕрлĕ лапамра - пысăк уяв

Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "Творчество бульварĕ" арт-проекта хутшăнчĕ. Асăннă мероприяти Ленин проспекчĕ Гагарин урамĕпе хĕресленнĕ вырăнтан пуçласа Хĕрлĕ лапама çити тăсăлчĕ. 

Унта çавăн пекех ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Николай Малов тата Леонид Черкесов пулчĕç. Вĕсем Шупашкар хулин Калинин, Ленин, Мускав районĕсенчи предприятисемпе организацисен коллективĕсен икĕ енĕпе вырнаçса тухнă куравĕсемпе паллашрĕç, пултарулăх ушкăнĕсен концерчĕсене хакларĕç, çамрăк спортсменсене тата çар вăййисен хастарĕсене саламларĕç.

Хĕрлĕ лапамра хăнасем уяв мероприятине пухăннă хула халăхĕпе пĕрле юрă-ташă ăстисен пултарулăхне пăхрĕç. Хула çуралнăранпа 549 çул çитнĕ ятпа Шупашкарсене Михаил Игнатьев, Шупашкар хула пуçлăхĕ Евгений Кадышев тата Варнава митрополит саламларĕç. Уяв концертĕнче Хусантан "Прогульщики" ушкăн, Раççей эстрада юрăçи Игорь Николаев савăнтарчĕç.

Уяв кунĕ хаваслă фейерверкпа вĕçленчĕ.
 

Рубрика: 
Теги: