Пулнă-ши вăл телейлĕ?
Çак ĕç И.Я.Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалланă регионсен хушшинчи ача-пăча пултарулăхĕн «Ман халăх — ман тăван çĕршыв» конкурсĕнче «Чи лайăх калав, очерк, тĕрленчĕк» номинацире 2-мĕш вырăн йышăннă.
«Ир такăнсан каçчен», — теççĕ. Пурнăçĕ ир такăнчĕ çав Манюк аппан. Ĕмĕр каçалăкне чылай çул хыçа хăварнăскер пĕччен чухне час-часах шухăша путать. Телей пулчĕ-ши унăн пурнăçĕнче? Тен, пулчĕ те пулĕ, анчах сиссе юлаймарĕ. Никама та ÿпкелемест вăл, кÿршĕ-аршăпа, ял-йышпа нихăçан хирĕçмест, сивĕ сăмах каласа тавлашмасть. Лăпкă, ял çине япăх сас-хура кăлармасăр пурăнма тăрăшать.
Акă Манюк аппан куçĕ умне пурăнса ирттернĕ кунсем, çулсем тухса тăчĕç.
Пуласлăх…
Нумай ачаллă çемьере кун çути курчĕ вăл. Çамрăклах ашшĕ-амăшне пулăшрĕ. Самани те урăхла пулчĕ вăл çуралнă вăхăтра — выçлăхне те, сиввине те чăтма тиврĕ. Вăрçă пуçланни çамрăксен ĕмĕтне татрĕ. Хĕрсем ашшĕсемпе пиччĕшĕсем вырăнне ĕçлерĕç, çĕнтерĕве çывхартма пулăшрĕç. Вăрман касма, окоп чавма, çĕрĕ-çĕрĕпе тырă вырса патшалăха ăсатма хутшăнчĕç. Аслисенчен юлмарĕç.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине малтан ашшĕне, хыççăнах пиччĕшне ăсатрĕ Манюк. Пĕртте çăмăл килмерĕ, çапах нăйкăшса ларма вăхăт пулман. Çĕнтерÿ кунĕ çитрĕ... анчах ашшĕ те, пиччĕшĕ Ваççа та таврăнаймарĕç. Ялти ытти хĕрпе пĕрле Манюк торф кăларма тухса кайрĕ, çемьене кăштах та пулин пулăшу пултăр тесе шухăшларĕ. Пĕр çултан Мускавран таврăнсан хĕр хăй ĕçлесе илнĕ укçапа пусма туянса илемлĕ кĕпе çĕлесе тăхăнчĕ.
Вăхăт малаллах чупрĕ. Илемлĕ те сăпайлă хĕре куç хывакан чылай пулчĕ. Манюк Лекçейпе паллашрĕ. Каçсерен çăлтăрлă тÿпе айĕнче телейлĕ пуласлăх çинчен ĕмĕтленчĕç вĕсем. Часах çемье те çавăрчĕç. Лекçей çав вăхăтра ватта юлнă аппăшĕсемпе пурăнатчĕ. Çамрăксем мăшăр кăвакарчăн пек пĕр çăвартан пулни вĕсене вĕчĕрхентерчĕ. Кашни самантрах çамрăк кинне такăнтарма тăрăшатчĕç. Шăллĕ Манюка ĕçре пулăшни те тарăхтарчĕ икĕ ватă хĕре. Çамрăк арăм Лекçее ывăл парнелерĕ. Ача йĕнине илтсен аппăшĕсем тарăхса чи киревсĕр сăмахсемпе вăрçатчĕç кинне. Яланхи мăшкăла чăтаймасăр пĕррехинче Манюк мăшăрне çапла каларĕ: «Лекçей, тен, пирĕн хамăрăн çурт туянса уйрăлса тухмалла?» «Эпĕ аппасене пăрахса хăвармастăп, вĕсем мана пăхса ÿстернĕ. Каясах килсен кай, эппин, эпир сана чармастпăр», — пат татрĕ упăшки.
Ăçта кайса кĕмелле?
Манюк аппа шухăша путрĕ. Кам пăсрĕ-ха вĕсен телейне? Çамрăк чухне Лекçей питĕ аванччĕ вĕт, мăшăрне те ялан пулăшатчĕ. Юлашки вăхăтра эрехпе туслашрĕ. Ăçта кайса кĕмелле унăн халĕ? Аппăшĕсем ырă кун кăтартмаççĕ, мăшăрĕ хута кĕмест. Вăл ачине пăрахса хăварсах ĕçе çÿрерĕ, хуйхи пирки никама та пĕлтермерĕ, çĕрлесерен чун каниччен макăрчĕ. Ватă хĕрсене, Кулюçпа Укçинене, юрас тесе тăрăшрĕ. Лешсем çамрăк арăмăн çăкăрне, ытти апат-çимĕçне пытара-пытара хучĕç. Лекçей çĕрлесерен киле таврăнми пулчĕ. Манюк аппа пĕрех шарламарĕ, ывăлĕпе йăпанчĕ.
Пĕр хĕллехи каç ĕçрен ÿсĕр таврăннă Лекçей арăмĕпе пĕчĕк ывăлне килĕнчен кăларса ячĕ. Ăçта каяс? Тăван килĕнче шăллĕ çемйипе пурăнать, хăйсен те ачи сак тулли. Пÿрчĕ те пĕчĕк.
Шăллĕн пÿрчĕн чÿречинчен хăюсăррăн пырса шаккарĕ хĕрарăм. Анчах пурăна киле кунта хăйсем ытлашшине сисрĕ вăл. Кинĕ сăлтавсăрах чăркăшрĕ. Темĕнле йывăр пулсан та чăтрĕ Манюк аппа, куççуль кăлармарĕ, кил хуçисене усал сăмах каламарĕ. Кинĕ ачисене Ванюкран вăрттăн канфет çитерчĕ, шăллĕн ачисем теттисене тытса та илетчĕç.
Пĕчĕк çурт
Пус çумне пус хушса пуçтарнă укçа ял хĕрринче пĕчĕк çурт туянма çитрĕ. Тăвăр пулсан та — хăйсен, анчах сĕтел-пукан, кравать çук. Кăмаки те ăшшине памасть. Хĕрарăм пĕр кун юлмасăр ĕçе васкарĕ. Савăнăçне те, хуйхине те ывăлĕпе пайларĕ. Майĕпен хуçалăха çĕнетрĕ. Ывăлĕ шкула çÿреме тытăнчĕ, тем вăхăтран каччă пулса тăчĕ. Вăхăт мĕнле сиккипе чупнине сиссе те юлаймарĕ хĕрарăм. Ун патне хăтана пыракансем те пулчĕç. «Пÿрмен телей темиçе качча тухсан та пулас çук», — çапла ăсатрĕ вăл хăтана пыракансене.
Акă Ванюк салтака каять. Пĕчĕк пÿрте çамрăк нумай пуçтарăннă. Ял- йышпа, тăванпа ăсатрĕ Манюк ывăлне. Киле чипер таврăнма пил пачĕ.
Хĕсметрен килсен каччă трактор рулĕ умне ларчĕ. Тинех хаш! сывласа ячĕ амăшĕ. Халĕ иккĕн ĕçлесе çĕнĕ кирпĕч çурт лартма ĕмĕтленчĕç.
Кин кĕртни
Пĕр илемлĕ кун ывăлĕ амăшне мăшăрланасси çинчен пĕлтерчĕ. «Хамăр урамрах пурăнакан Верăна мăшăр тума шухăшларăм. Паян ăна киле илсе килĕп, эсĕ хирĕç мар-и, аннем?» — ыйтрĕ вăл. Манюк ывăлне хирĕç кайма пултарĕ-и вара? Çамрăксене туй туса пама сăра вĕретрĕ, шăрттан пĕçерчĕ, ытти юр-вара хатĕрлерĕ.
Амăшĕ çамрăксем шăкăлтатса пурăннине курса савăнчĕ. Хăйĕн тертлĕ шăпипе танлаштарчĕ. Кинĕ район центрне ĕçлеме çÿрерĕ. Ирхине тухса каять те каç пулттипе кăна таврăнать. Пĕтĕм ĕçе пурнăçлать Манюк аппа. Вĕсем таврăннă çĕре апат пĕçерет, ача япалисене çăвать, пÿрт-çурта тирпейлет, выльăх-чĕрлĕхе те пăхать. Пĕрин хыççăн тепри çуралчĕç мăнукĕсем. Йыш хушăннă май çĕнĕ çурт çĕклерĕç. Пурте çителĕклĕ, хăйне телейлĕ туйрĕ амăшĕ. Мăнукĕсемпе йăпанчĕ, вĕсене вулама-çырма хăнăхтарчĕ. Кашни кун садике леçрĕ. Çапла кун хыççăн кун иртрĕ.
Кинĕ ĕçрен час-часах кая юлса килнине сисрĕ Манюк аппа. Вера çакна ĕçре тытăнса тăма тивнипе е машина пулмасăр çуран çитнипе сăлтавларĕ. Ялта урăхла сас-хура тухнине хунямăшĕ ĕненесшĕн пулмарĕ. Ывăлне те çын сăмаххине хăлхана чикмелле мар тесе лăплантарчĕ. Анчах хăй çамрăксен хушшинче хура кушак чупса иртнине сисрĕ. Малалла вулас...