Комментари хушас

29 Çу, 2014

ВĂРĂМ ĔМĔРЛИСЕН УЙРĂМ ДИЕТИ

Паян яппунсемпе норвежецсем вăтамран 80 çул пурăнаççĕ, Раççей çыннисем - 60 çултан кăшт ытларах. Ăсчахсем çак пысăк уйрăмлăх апатланупа çыхăннă тесе шухăшлаççĕ. Вăрăм ĕмĕрлисем мĕн çиеççĕ-ха?

Япони

Çак çĕр-шыври тĕп апат яланах рис пулнă, вăл паян та пĕлтерĕшлĕ вырăнта. Унра чĕре чирĕсенчен хÿтĕленме кирлĕ кали нумай. Яппунсем тинĕс çимĕçĕсене те питĕ кăмăллаççĕ. Вĕсенче йод нумай, çавăнпа яппунсене щит евĕрлĕ пар аптратмасть. Пулăри çăра мар çуллă йÿçексем юнри япăх холестерин виçине чакараççĕ. Рационра пахча çимĕç пысăк вырăн йышăнать: суханпа купăстан тĕрлĕ тĕсĕ, кишĕр, хăяр, салат, бамбук, лотос, йÿç кăшман. Яппунсем тата симĕс чей кăна ĕçеççĕ.

Япăх енĕсем. Чĕрĕ пулăран апат хатĕрлесси - кăткăс ĕç. Технологие кăшт та пулин пăссанах апатпа наркăмăшланма пулать. Маринадсемпе ялан усă курни хырăмлăхăн усал шыççин хăрушлăхне ÿстерет.

Норвеги

Кунта омега-йÿçексемпе питĕ пуян пулă нумай çиеççĕ. Ку чĕрепе юн тымарĕсене атеросклерозран хÿтĕлет. Норвежецсем тутлă апатшăн касăхмаççĕ, ăна пурнăçа тытса пыма кирлĕ хатĕр вырăнне кăна йышăнаççĕ. Тĕслĕхрен, кăнтăрлахи апата шывпа пĕçернĕ сĕлĕ пăтти çинипе те çырлахаççĕ. Чаплă ресторансен те менюра темĕн тĕрлĕ пăтă пур. Норвежецсем пылак питĕ сахал тата сайра /эрнере 1-2 хут/ çиеççĕ. Çавăнпа ку халăх Европăра чи яштака пулнипе палăрса тăрать.

Япăх енĕсем. Норвежецсенчен чылайăшĕн рационĕнче пахча çимĕçпе улма-çырла сахал, çавăнпа вĕсем С витамин çитменнипе аптраççĕ. Какай апачĕсене час-часах сĕт соусĕ тата услам çу хушаççĕ. Ку организм вĕсене йышăнассине йывăрлатать.

Швейцари

Çак çĕр-шывра çурма фабрикатсене, шăнтнă çимĕçсене, концентратсене кăмăлламаççĕ, таса, паха апат çиме тăрăшаççĕ. Ирхи апата та, кăнтăрлахи апата та мюсли çиесси йăлана кĕнĕ. Мюсли пăтти хырăмлăхпа пыршăлăхăн стенкисене хуплать, гастритран, хулăн пыршăн усал шыççинчен хÿтĕлет. Швейцарецсем курăк чейне çав тери кăмăллаççĕ. Вĕсем ăна Альп тăвĕсем çинче ÿсекен экологи тĕлĕшĕнчен таса ÿсен-тăранран хатĕрлеççĕ. Швейцарире чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсенчен сыхлакан паха иçĕм çырли эрехĕ кăштах ĕçеççĕ.

Япăх енĕсем. Йывăрпа ирĕлекен какай апачĕ тата шăратнă çу çинче ăшаланă çĕр улми нумай çини, паллах, сывлăхшăн юрăхлах мар. Фондю /питĕ калориллĕ сыра ирĕлтерсе хатĕрленĕ апат/ тăтăшах çини те япăх витĕм кÿрет.

Итали

Вырăнти апат-çимĕç Вăта çĕр тинĕсĕ хĕрринчи паха диетăсен пĕр тĕслĕхĕ пулса тăрать, усал шыçăран тата чĕре чирĕсенчен хÿтĕленме пулăшать. Чĕрĕ пахча çимĕçпе пуян рацион сывлăха лайăхлатать, иммунитета ÿстерет. Итали апатĕнче сывлăхшăн усăллă техĕмлĕхсем яланах пур. Апельсинпа оливка вара онкологи чирĕсем аталанасран хÿтĕлеççĕ.

Япăх енĕсем. Итали апачĕсенчен чи сиенли - пицца. Кĕлеткешĕн макарона хушакан çуллă соуссем те усăллă мар.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.