Комментари хушас

14 Çурла, 2018

Ирĕклĕ мелпе кĕрешессинче — Раççей чемпионĕсем

Чăваш Ен спортсменкисем Вероника Чумиковăпа Мария Кузнецова ирĕклĕ мелпе кĕрешес енĕпе Смоленскра иртнĕ Раççей чемпионатĕнче икĕ ылтăн медале тивĕçнĕ.

Ăмăртусем çурла уйăхĕн 11-12-мĕшĕсенче иртнĕ. «Юбилейный» спорт керменĕн кавирĕ çинче çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен 130 спортсменка тĕл пулнă. Республика чысне 6 ентеш хÿтĕленĕ. Вĕсенчен иккĕшĕ 2 «ылтăн» çĕнсе илнине палăртма кăмăллă. Вероника Чумикова — 59 килограмлисен виçе категорийĕнче, Мария Кузнецова 65 килограмлисен йышĕнче мала тухнă.

 

Рубрика: