Комментари хушас

29 Çу, 2014

Депутат халăх тарçи пулма ан пăрахтăр

Республикăн Патшалăх Канашĕ 20 çул тултарать те - мĕншĕн парламент тытăмне-ĕçне тишкермелли сăлтав мар? Темшĕн-çке юлашки çулсенче республика шайĕнчи хаçатсенче парламентарисен ĕçне çутатасси, мĕнле калас, ансăрланчĕ - тĕпрен илсен сессисем çинчен каласа панипех çырлахатпăр. Çакă хăй вăхăтĕнче Чăваш Енĕн пĕрремĕш Президенчĕ ПКпа пит туслах пулманнипе те сăлтавланчĕ пуль, çавăн МИХсемпе çыхăннă витĕмĕ вара паян та сирĕлсе пĕтеймест-тĕр. Апла тăк журналистсемшĕн пушшех - сухаламалли çерем.

Энциклопедисенче «парламент» пирки халăх суйлакан представительсен органĕ теççĕ. Урăхла каласан - халăх представителĕсем. Суйласса суйлатпăр-ха, анчах Чăваш Ен Патшалăх Канашĕнче халăх представителĕсемех-и - кун пирки тавлашма пулать. Чăваш Ен парламентаризмĕн ветеранĕ, ПКн Социаллă политика тата наци ыйтăвĕсем енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ республикăн 1990-1994 çулсенчи суйлаври парламенчĕн йышĕ пирки каласа тĕлĕнтерчĕ. Камсем депутат пулнă-ха? 20 врач, культурăпа вĕрентĕвĕн 20 представителĕ, право хуралĕн органĕсен 10 ĕçченĕ, пĕр пачăшкă...

Паян вара - пачах урăх ÿкерчĕк. Патшалăх Канашĕнчи 44 депутат биографине ятарласа тишкертĕм. Тĕпрен илсен - пуçлăхсем кăна. Теçеткене яхăн çеç - маларах е халь бизнеспа çыхăнман çынсем! П.Краснов хăй - юлашкинчен статистика органĕн ертÿçин çумĕн должноçĕнче пулнăскер, Д.Евсеев коммунист, И.Калентьевăпа Е.Николаева спортсменсем, В.Мидуковпа М.Михайловский пенсионерсем тата темиçе хушамат. Пĕлтĕр депутатсенчен чи пĕчĕк тупăш илнĕ Т.Строева пенсионерка та пулин депутат мандатне тытиччен предприниматель пулнă.

Тупăш тенĕрен, нумаях пулмасть республикăн влаç органĕсен официаллă сайтне депутатсен иртнĕ çулхи тупăшĕ, пурлăхĕ çинчен калакан кăтартусене вырнаçтарнă та - вĕсемпе кăсăкланса паллашрăм. Депутатсемшĕн савăнтăм. Тен, пытарам мар, ăмсантăм та пуль.

Ăмсанмалăх пур-ха та. Пурте тенĕ пекех миллионерсем вĕт. Пĕлтĕр миллион тенкĕрен сахалрах ĕçлесе илнисем унта сайра. Парламентра «хура халăх интересĕсене» хÿтĕлесе час-часах шăв-шав çĕклекен И.Моляков эсерĕн, Д.Евсеев коммунистăн, А.Кулагин либерал-демократăн тупăшĕсем те ÿпкелешмеллискерсем мар - 1,3 млн тенкĕ шайĕнче. Уйăхсерен 100 пин тенкĕ ытла - япăх тееймĕн. Чăн та, чи пуян парламентарисен шайне çĕкленмешкĕн вĕсен кармашмалла та кармашмалла-ха: Н.Угаслов строителĕн - 30,4 млн тенке яхăн, В.Иванов кондитерăн - 16,4 млн яхăн, «Элара» ертÿçин А.Угловăн - 14,2 млн. Списока малалла тăсма та пулать: Ю.Шлепнев, Е.Бадаева, В.Николаев, М.Резников, ыттисем...

Çакă-и халăх представителĕсен парламенчĕ? Паллах, пуçлăх-ертÿçĕ те - халăх йышĕнчех, анчах вĕсем - халăхăн пĕр пайĕ, пĕчĕк пайĕ, кăна. Çавăнпах хăшĕсем Патшалăх Канашĕ пирки «олигархсен парламенчĕ» теме пăхать-тĕр. Сăлтавсăр мар.

Ку япăх-и, лайăх-и - урăх калаçу. Çак йĕркесен авторĕн ку ыйтупа хăшĕ-пĕринпе калаçма май пулчĕ те - лайăххипе пĕрлех япăххи те пуррине депутатсем хăйсем те йышăнаççĕ. К.Мифтахутдинов, «Чăвашрегионгаз» гендиректорĕ, сăмахран, депутат-пуçлăхсем халăхпа курнăçни, çынсен нушисене пĕлни пирки калать, «çавăнпа та парламентра директорсем нумаййинче нимĕнле хăрушлăх та курмастăп» тет. Тепĕр енчен, унăн шухăшĕпе, саккун кăларакан органа ятарласа культура-вĕрентÿ сферисен представителĕсене пухма тăрăшни вырăнсăр пуль, чи кирли - йышра саккун кăларас ĕçе пĕлекен çынсем пулни.

О.Таланов депутат та /вăл та пуçлăх - «Тароупаковка» АУО гендиректорĕ/ çапларах шухăшлать: «ПКра бизнес представителĕсем ытларах пулни пысăк çитменлĕх теейместĕп. Экономика лару-тăрăвĕ паян çăмăл мар - çак тапхăрта ку пушшех вырăнлă. Предприятисен пуçлăхĕсем çынсен, хăйсен коллективĕсен шăпишĕн пысăк яваплăх туяççĕ, çак туйăм парламента куçать - вĕсем çынсен пурнăçĕ, Чăваш Ен аталанăвĕ хăйсен йышăнăвĕсенчен килнине лайăх ăнланаççĕ». Çапах Олег Борисович тепĕр саманта та палăртать: «Депутатсен йышĕнче искусство, медицина, вĕрентÿ представителĕсем ытларах пулнă тăк - парламентри ĕç интереслĕрех шая çĕкленетчĕ-тĕр, тĕрлĕ фракци хушшинче хирĕçÿ çуратакан ыйтусене татса парассин çивĕчлĕхĕ те çăмăлрах сирĕлетчĕ пуль».

Ун чухне, тен, парламентарисен халăха, республикăна кирлĕ саккунсен проекчĕсене сĕнме-хатĕрлеме те вăхăт ытларах пулатчĕ-тĕр. П.Краснов, авă, çирĕплетсех калать: самана улшăннă тапхăрта, 1990-1994 çулсенче ĕçленĕ парламентра, çав проектсене 100 проценчĕпех депутатсем хăйсем хатĕрленĕ. 20 çул каялла çуралнă Патшалăх Канашĕн спикерĕ пулнă В.Шурчанов та ас тăвать: ПК йышăннă саккунсен проекчĕсен 72% депутатсем хатĕрленĕ, 28% кăна - республика Президенчĕ сĕннисем. Паянхи шайлашу вара пачах тепĕр майлă: проектсен 1/3 пайĕ кăна - депутатсен тÿпи, ытти 2/3 пайĕ - ЧР Правительстви çуратнăскерсем, ĕç тăвакан влаç сĕннипе йышăннăскерсем.

Килĕшсемĕр, шухăшласа пăхмалăх пур вĕт. Малашне те çаплах пулсан йĕплĕ чĕлхесем влаçăн саккун кăларакан юппи, малта пулмаллискер, ĕç тăваканни хыççăн пырать тесе ÿпкелесси те часах мар-и?

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.