Комментари хушас

9 Çурла, 2018

Юсав вăраха кайнă: республика ертÿçи паян Куславкка тăрăхĕнче пулчĕ

Паян республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Куславкка тăрăхне çитсе килчĕ. Унта вăл малтан район больницин çĕнелнĕ поликлиникипе паллашрĕ.

Марина Макарова тĕп тухтăр каланă тăрăх - юсав ĕçĕсем тума республика бюджетĕнчен 4 миллион тенкĕ ытла уйăрнă. Больницăна хальхи йышши оборудованипе тивĕçтернĕ, çĕнĕ сĕтел-пуканпа пуянлатнă, пÿлĕмсене юсаса хăтлăлатнă. Хальхи вăхăтра стационарта хĕрÿ ĕç пырать, анчах юсав вăраха кайнă, строительсем хăйсен тивĕçне лайăх пурнăçламаççĕ. Строительство объектне Михаил Васильевич та çитсе курчĕ. Унта унăн кăмăлĕ пăсăлчĕ, строительсен тирпейсĕр ĕçленине палăртрĕ: йĕри-тавра ăпăр-тапăр выртать, нимĕн те пуçтарман.

Район больници çĕнелет пулин те врачсем çитмеççĕ. Тĕп врач пĕлтернĕ тăрăх - пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕ, хирург, анестезиолог çук, çавăнпа хăшпĕр специалистсем икĕ ставкăпа  ĕçлеме тивет. Калăпăр, отолоринголог хирург тивĕçĕсене пурнăçлать. "Земство тухтăрĕ" программăпа килĕшÿллĕн 3 специалиста ĕçе илнĕ, кăçал тепĕр врач килессе кĕтеççĕ. 6 ялта фельдшер çук. Çак ыйтăва ятарлă программа татса пама пулăшасса шанаççĕ.

Пациенсене больницăра черет пысăк пулни пăшăрхантарать, район центрне çитме автобуссем сахалланнине те пĕлтерчĕç ял çыннисем. Çавăн пекех ялсенче çамрăксем çултан çул чакса пыни, ĕç çукки тата шалу пĕчĕк пулни хумхантарать.

Владимир Афанасьев, 52 çулта:
Халь больницăна килсе çÿреме те кăмăллă. Кунта çутă та таса, илемлĕ. Кунта килсен кăмăл туйăм та çĕкленет, чир-чĕр те çăмăлланнăн туйăнать. Сипленмелли условисем лайăхланнă, ĕçлекенсем те ырăрах калаçаççĕ.

Алевтина Егоровна, 71 çулта:
- Унччен больницăра выртас та килместчĕ, палатăсем питĕ юхăнăччĕ. Юсав ĕçĕсем тăвиччен эп сипленме Шупашкара çÿреттĕм. Халь кунта хама килти пекех туятăп. Чир-чĕр аптратнă май 3-4 уйăхран больницăна выртма килетĕп, кăнтăрлахи стационарта сипленетĕп.