Комментари хушас

4 Çурла, 2018

Маттур, Диля!

Паян, ҫурла уйӑхĕн 4-мĕшĕнче, Етĕрне районĕнчи Совхозный поселокра Пĕтĕм Раҫҫейри лаша ӑмӑртӑвĕн "Чӑваш Ен Кубокĕ" иртрĕ. Унта Чӑваш Ен Пуҫлӑхĕ Михаил Игнатьев хутшӑнчĕ, юланутҫӑсене ӑнӑҫу сунчĕ. 

Ӑмӑртура 21 лаша тупӑшрĕ. Чӑваш лаша завочĕн бронза кубокне Краснов Валерий (Ливерпуль ЛОК) тиврĕ. Кĕмĕл кубока Анатолий Каргин (Гамлет лашапа), ылтӑн кубока вара Диля Галимзянова (Лучедор лашапа) ҫĕнсе илчĕ. Сӑмах май, Диля юланутҫӑсен хушшинче пĕртен пĕр хĕрарӑм. Ахальтен мар ӑна куракансем те тӑвӑллӑн алӑ ҫупса хавхалантарчĕҫ.

Рубрика: