Комментари хушас

3 Çурла, 2018

Урама çул хыврăмăр — савăнтăмăр!

Республикăра федерацин «Хăрушлăхсăр тата паха çулсем» программи малалла пурнăçланать.
«Утă уйăхĕн 31-мĕшĕ тĕлне кăçал хута яма па-
лăртнă 73 объектран /143 км/ 47-шĕнче ĕçе вĕçленĕ
тата вăл 22-шĕнче пырать, — пĕлтерчĕ ЧР транспорт
тата çул-йĕр министрĕ Владимир Иванов. — Аукци-
онсем ирттерсе перекетлеме май килнĕ укçапа çул
тумалли тапхăр вĕçлениччен тата темиçе объектра
юсав ирттерĕпĕр. Ĕçсем Шупашкар агломераци-
не кĕрекен Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Шу-
пашкарпа Муркаш районĕсенче пыраççĕ. Çурла уй-
ăхĕн пуçламăшĕ тĕлне республикăн тĕп хулинче
ĕçе кĕртме палăртнă 34 объектран 18-шне хута янă,
12-шĕнче ĕç пырать, 4-шĕнче ăна çурла-авăн уйăхĕ-
сенче йĕркелĕç. Çĕнĕ Шупашкарта 13 çула юсамал-
ла, 11 объектра ĕçе вĕçленĕ, 2-шĕнче юсав пырать.
Шупашкар районĕнчи 20 объектран 18-шĕнче ĕçе
пĕтернĕ. 2-шĕнче — Типнер-Чулкасси-Почта тата
Лапсар-Мокшин — юсав пырать. Муркаш районĕнчи
4 автоçула çĕнетеççĕ».
Федерацин «Ял территорийĕсене çирĕппĕн ата-
лантарасси» программипе килĕшÿллĕн те Чăваш
Енре автоçул тăваççĕ. «Кăçал 5 объекта хута яма
палăртнă, — пĕлтерчĕ ЧР Ял хуçалăх министерствин
инвестици тата социаллă аталану пайĕн ертÿçи Оль-
га Кудрявцева. — Ĕçсем пуринче те пыраççĕ. Вĕсене
пурнăçлама пурĕ — 357,9 млн, çав шутра федераци
хыснинчен 174,4 млн тенкĕ уйăрма пăхнă».
Çак объектсем çинчен ĕçе кĕртсен пĕлтерĕпĕр.
Вĕсемсĕр пуçне Чăваш Ен Пуçлăхĕн 2017 çулхи
«Чăваш Республикин территорийĕнче общество ин-
фратытăмне вырăнти пуçарăва тĕпе хурса аталан-
тармалли проектсене пурнăçласси çинчен» указĕпе
килĕшÿллĕн кăçал яллă вырăнсенчи урамсенче 88
автоçула хытармалла. «Ĕçе пĕр пайĕнче вĕçленĕ,
иккĕмĕшĕнче хура кĕркуннеччен пĕтермелле», —
терĕ О.Кудрявцева.
Юсав-реконструкципе паллашассишĕн ял тă-
рăхĕсен администрацийĕсемпе çыхăнтăм. Мĕн
пĕлме май килчĕ-ха?
Вăрнар районĕнчи Хирпуç ялĕнчи Механизатор-
сен урамне юсаса пĕтернĕ. Ĕçе пурнăçлама укçа ре-
спублика хыснинчен, Хирпуç ял тăрăхĕн бюджетĕ-
нчен тата ял-йыш уйăрнă. Республика шайĕнчи
Çĕнтерÿ урамне те çĕнетсе пĕтернĕпе пĕрех.
Асăннă указпа килĕшÿллĕн утă уйăхĕнче Етĕрне
районĕнчи Иваньково ялĕнчи Çу уйăхĕн 1-мĕшĕн
урамне те 952827 тенкĕлĕх çул хывса пĕтерме пу-
лăшнă.
Республикăн нумай хваттерлĕ çуртсен картишне,
унта пырса кĕмелли сыпăка юсамалли программи-
пе килĕшÿллĕн Патăрьел районĕн центрĕнчи Мичу-
рин урамĕнчи 16 тата 18-мĕш, Ленин проспектĕнчи
43 тата 45-мĕш çуртсен картишĕсем илемленеççĕ.
Çуркунне çав районти Çĕньял — Çăл Атăк автоçул
сыпăкне /250 м/ шурă чул, çиелтен битумлă асфальт
сарма палăртнă. Çак тĕллеве пурнăçлассишĕн Вла-
димир Илюткин мастер ертсе пынипе кунта техни-
кăн 8 хатĕрĕ тата пĕр бригада ĕçленĕ.
Вăрнар районĕнчи Упнерти Василий Алексеев
пуçарнипе, Упнер ял тăрăхĕн администрацийĕ пу-
лăшнипе Çырма урамĕнчи çула çĕнетеççĕ. Кивьял
Хапăс ялĕнчи Тĕп урамри тата Хапăс ялĕнчи Çÿçе
урамĕнчи çулсене вĕт чул сарса хытараççĕ.
«Чăвашавтодор» предприяти Йĕпреç районĕнчи
Хурамал ялĕнчи А.Николаев урамне çул /1 км/ 2015
çултах хывма пуçланă. Тăприне хăпартнă, хăйăр,
шурă чул сарнă. Анчах ĕçе вĕçне çитереймен. Ăна
халĕ тăсаççĕ. Шыв юхтармалли пăрăхсем хунă. Ĕçе
çурла уйăхĕнче вĕçлесшĕн.
Çÿлте асăннă указпа килĕшÿллĕн кăçал Хĕрлĕ
Чутай районĕнчи Пантьăк ял тăрăхĕнчи Хватукасси
ялĕнчи Ю.Гагарин урамне çĕнетнĕ. Ку районти Ху-
рапыр ялĕнчи Тĕп тата Çĕнĕ урамсене юсанă. Çавăн
пекех Питĕркасси ялĕнчи Пĕве урамне /160 м/ вĕтĕ
чул сарса хытарнă. Ку уйăхра ял тăрăхĕнчи ытти
ялти çулсене хытарасшăн. Тихăнушкăнь ялĕнчи
Коммунистсен урамне те шурă чулпа çирĕплетнĕ.
Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракасси ялĕнчи Игна-
тьев, Нарат Чакки ялĕнчи Октябрь урамĕсенчи çулсе-
не хытараççĕ. Пурĕ 580 м, проект 300 пин тенкĕлĕх.
Михаил Игнатьев указне пурнăçласа кăçал Вăр-
мар районĕнчи Арапуç ялĕнчи Тăнăçлăх урамне
юсанă. Çĕрпÿ районĕнчи Хурамал Туçа ялĕнчи Ва-
лерий Краснов пуçарнипе пĕртăван Сергеевсен ячĕ-
пе хисепленекен урамри тата утă уйăхĕнче Çĕмĕрле
районĕнчи Çĕмĕрле ялĕнчи Калинин урамне çирĕ-
плетнĕ.
Çурла уйăхĕнче Етĕрне районĕнчи Чаканар ялĕ-
нчи Якунин, Тăнăçлăх, Колхоз, Палтай ялĕнчи Ко-
оператив урамĕсенчи çулсене шурă чул сарса
хытараççĕ. Утă уйăхĕнче çак ĕçе Тăвай районĕнчи
Тăрмăш ялĕнчи Сад урамĕнче /300 м/ пурнăçланă. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.