Комментари хушас

17 Утă, 2018

Хисеплĕ донор

Пурнăçра паттăр ĕçсем валли яланах вырăн пур. Пысăк чĕреллĕ, ырă шухăш-кăмăллă çынсем ыттисене пулăшма кирек хăçан та майне тупаççĕ.
РФ Сывлăх сыхлавĕн министерстви Чăваш Республикинчи 1-мĕш колонире ĕçлекен оперуполномоченнăя Геннадий Кузнецова «Раççейĕн хисеплĕ донорĕ» паллăпа чысланă.
Геннадий уголовлă айăплава пурнăçлакан системăра пĕрремĕш çул службăра тăнă вăхăтрах, 2009 çулта, донор пулса тăнă. «Юн парса эпĕ обществăна усă кÿресшĕн. Хамшăн пурăннипе кăна мар-çке, ыттисемшĕн те ырă ĕçсем тăвас килет. Манăн юн кама та пулин пулăшни чун-чĕрене хăпартлантарать», — тет вăл халĕ.
Юн паракансем нихăçан та хăйсене тав тăвасса, хавхалантарасса кĕтмеççĕ. Чылай чухне вĕсем хăйсен юнĕ кама лекессине те пĕлмеççĕ. Тĕрĕссипе вара донор ĕçне хутшăнни питĕ яваплă, мĕншĕн тесен чирлĕ çыннăн малашнехи сывлăхĕ мĕнле пуласси çав юнран та нумай килет.
Хăв ирĕкÿпе юн панине теприсем паттăр ĕç пек те хакламĕç, анчах çын пурнăçĕшĕн çакă питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çирĕп сывлăхлă, юн пама чаракан сăлтавсем пулмасан кирек кам та донорсен йышне кĕме пултарать.
Сергей ГЕРАСИМОВ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.