Пурнăçра паттăр ĕçсем валли яланах вырăн пур. Пысăк чĕреллĕ, ырă шухăш-кăмăллă çынсем ыттисене пулăшма кирек хăçан та майне тупаççĕ. РФ Сывлăх сыхлавĕн министерстви Чăваш Республикинчи 1-мĕш колонире ĕçлекен оперуполномоченнăя Геннадий Кузнецова «Раççейĕн хисеплĕ донорĕ» паллăпа чысланă.