Комментари хушас

26 Утă, 2018

«Хыпар» ăмăртăва хатĕрленет

Паян «Хыпар» Издательство çуртĕнче «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн çулсерен йĕркелекен Пĕтĕм Раççейри турнира хатĕрленес ыйтупа йĕркелÿ ушкăнĕн пĕрремĕш ларăвĕ иртрĕ.

Ларăва «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина, Чăваш Енри кире пуканĕ спорчĕн федерацийĕн председателĕ Юрий Карпов, РФ тава тивĕçлĕ теренерĕ Сергей Кириллов тата ыттисем хутшăнчĕç. Унта турнира ирттерес ыйтупа çыхăннă хăш-пĕр самантсене сÿтсе яврĕç.

Аса илтеретпĕр, кăçал та пĕлтĕрхи пекех Пĕтĕм Раççейри турнира РФ Спорт министерствин календарлă планне кĕртнĕ: ăмăртура лайăх результат кăтартакан спортсменсене «Раççей спорт мастерĕ» ята парĕç.

Юбилейлă 35-мĕш ăмăртăвăн тĕп судйи пулма РФ пĕрлештернĕ командăн тĕп тренерне Сергей Кириллова /Санкт-Петербург/çирĕплетрĕç, тĕп секретарь тивĕçĕсене пурнăçлама Юрий Бронюкова /Хĕрлĕ Чутай/ шанчĕç. Турнира, малтанлăха палăртнă тăрăх, чÿк уйăхĕн пуçламăшĕнче Шупашкарта ирттерме йышăнчĕç.

Рубрика: