Комментари хушас

28 Çу, 2014

Çав-çавах тапăнать «шурă вилĕм»

Республикăра наркотиксен тыткăнне лекнĕ çынсен, çавăн пекех наркотиксемпе çыхăннă преступленисен шучĕ ÿссе пынин туртăмĕ палăрать. Çакăн çинчен ĕнер ЧР наркотиксемпе кĕрешекен комиссийĕн Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче пăшăрхануллă калаçу пулчĕ.

Шалти ĕçсен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Андрей Тимофеев пĕтĕмĕшле лару-тăрупа, оперативлă профилактика мероприятийĕсен кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Çулталăк пуçланнăранпа полици кăна 124 наркопреступление тăрă шыв çине кăларнă. Пĕлтĕрхи çак тапхăрта вара çакнашкал тĕслĕхсем чылай сахалрах, 98, пулнă. Тупса палăртнă наркопритонсен шучĕ чакнă пулин те Андрей Владимирович çавнашкал кашни 10 вырăнтан 9-шĕнче дезоморфинпа усă курнине пăшăрханса палăртрĕ. Наркомансем «крокодил» ят панă çак синтетика наркотикне кодеинлă препаратсенчен хатĕрлеççĕ. Çавнашкал медикаментсене икĕ çул каяллах аптекăсенче рецептсăр сутма чарнă. Çавна май кăçал рецептсăр суту-илÿ тĕслĕхĕсене тупса палăртман - шурă халатлисем тĕпрен илсен йĕркене пăхăнаççĕ.

М.Игнатьев кăсăкланчĕ: преступлени нумайланни наркотиксемпе çыхăннă лару-тăру çивĕчленнипе сăлтавланнă-и е ку право хуралĕн органĕсем çине тăрарах ĕçленин кăтартăвĕ-и? А.Тимофеев татăклă хуравлама тăхтарĕ. Анчах унăн сăмахĕнчен çакна ăнланма май пулчĕ: наркотик упранă, сутнă тĕслĕхсем нумайланса пыраççĕ, «шурă вилĕм» тыткăнне лекнисем йышланса пыни те куç кĕрет. Министр тивĕçĕсене пурнăçлакан çакнашкал лару-тăру Чăваш Еншĕн кăна мар, пĕтĕм Раççейшĕн кăтартуллă тени те, паллах, лăпкăлăх кÿмест. Чăнах та, республикăра героин йышши йывăр наркотиксем сахал, анчах марихуана, спайс йышшисен хăрушлăхĕ те пысăк-çке.

Дезоморфин тенĕрен, Наркотĕрĕслев службин республикăри управленийĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Валерий Самаркин Чăваш Енре çак наркотик хăйĕн позицийĕсене çухатса пыни çинчен каларĕ. Çакна аптекăсенче кодеинлă препаратсем сутассин калăпăшĕ тăруках чакни те çирĕплетет. Анчах ку лăпланмалли сăлтав мар. Халĕ ав çулталăк вăхăтне кура наркомансем кантăра, мăкăне тапăнасса пĕлсех тăр. Çавна май ку енĕпе тивĕçлĕ операци те пуçарнă. Вырăнсенчи влаçсенчен те пулăшу кĕтеççĕ. Çакăнта, паллах, халăха мăкăнь, кантăр çитĕнтерме юраманни пирки ăнлантарни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Мăкăнь ялсенче хăшĕ-пĕрин пахчинче çум курăк пек те çитĕнет вĕт - сыхлăх пулмалла.

Мерăсем йышăнатпăр пулин те наркотиксемпе çыхăннă лару-тăрăва тĕпрен улăштарма пултартăмăр теме çук-ха. Çак шухăша Çĕнĕ Шупашкарти ĕç-пуçа хакласа химиксен хулин мэрĕ Александр Сироткин палăртрĕ. Чи малтанах информаци сахалли тивĕçтермест. Хĕрÿ лини телефонĕ те, çыхăнăвăн ытти майĕ те пур, çапах, унăн шухăшĕпе, халăх наркотиксенчен сыхланма кирлĕ информацие пĕлтерме васкамасть. Ку самант пирки М.Игнатьев та чарăнса тăчĕ: «Наркотиксемпе аппаланакансем лайăх çынсем тееймĕн - хăратаççĕ те, юнаççĕ те пуль. Çавăнпа та вĕсем пирки пĕлтерекенсен ятне-шывне вăрттăнлăхра тытни пысăк пĕлтерĕшлĕ».

В.Самаркин наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешмелли программăна пăрахăçлас тĕллев вырăнсăрри пирки те калаçу пуçарчĕ. Ăна пурнăçлама 272 пин тенкĕ кăна уйăрни те питĕ сахал. Чăн та, М.Игнатьев калашле - пĕтĕмпех укçана мĕнле шутланинчен килет - «тĕрĕс шутламалла» кăна. Асăннă виçе ятарлă лаборатори валли каякан тăкак. Чăннипе вара наркоманипе кĕрешмелли расхутсем питĕ пысăк. Çавăнпа Михаил Васильевич сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Татьяна Богдановăна хайхи шутлав мелне улăштарма сĕнчĕ. Татьяна Геннадьевна цифрăна çăмăллăнах пысăклатма пултарнине пĕлтерчĕ: калăпăр, наркодиспансера тытса тăма каякан тăкаксене хушмалла та... Çак йĕркесен авторне ку кăшт тĕлĕнтерчĕ-ха, анчах В.Самаркина кунашкал «хушăм» тивĕçтерчĕ: «Çÿлте» хайхи 272 пине кураççĕ те пире «ытла та сахал» тесе хĕстереççĕ». «Çÿлтисем» хĕстерессинчен кăна шикленсен, чăнах та, çапла «тĕрĕс шутлани» те çителĕклĕ пуль... Тепĕр тесен, М.Игнатьев палăртнă тăрăх, «çынсен хăйсен культури пулмасан, хăйсем сывă пурнăç йĕркине тытса пыма ăнтăлмасан бюджетран çĕр-çĕр миллион тенкĕ уйăрни те пулăшаймĕ». Çакăнта та тĕрĕсси пур: наркотиксемпе иртĕхекенсем - яваплăха туйман çынсем, ытти ырă ĕç валли тăкаклас вырăнне налукçăсен укçине вĕсене сиплеме яратпăр - çапла пулса тухать вĕт.

Вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов шкул ачисен хушшинче ирттерекен тĕрĕслевсемпе çыхăннă пĕр саманта хускатрĕ. Тĕрĕслев пуласси пирки маларахах пĕлтереççĕ те - хăшĕ-пĕри шăп та лăп çав кун шкула пымасть иккен. Унашкаллисен йышĕ самай пысăк - 5% патнелле. ЧР Пуçлăхĕ те сисчĕвленчĕ: паллах, вĕсем пурте наркотик астивсе курнă тееймĕн, çапах ку çав ачасем тĕлĕшпе тимлĕрех пулма хистет. Хайхи «тимлĕх» вара вăрах кĕттермест-тĕр. Çак хыпара пĕлнĕ хыççăнах ШĔМ ертÿçи В.Тимофеев вĕренÿ министрĕнчен çав ачасемпе çыхăннă информацие полицие пама ыйтрĕ. Ку тем тесен те ахаль кăсăклану кăна мар ĕнтĕ.

В.Самаркин наркотиксен тыткăнне лекнисене пулăшассине тĕп тивĕç вырăнне хурса йĕркеленнĕ общество организацийĕсемпе çыхăннă пăтăрмахлă темăна та çĕклерĕ. Унашкаллисем республикăра виççĕ-мĕн. Тĕрĕссипе, ячĕ кăна. Тепĕр чух вĕсем кутăнла ĕçлени те пулать. Сăмахран, «Кăмăл хăвачĕ» организацин кунти уйрăмĕн ертÿçине хăйне уголовлă майпа айăплама тивнĕ иккен - наркотиксемпе çыхăннă преступленишĕн. Çакнашкал тытăмсем саккуна хирĕçле сектăсен çулĕ çине тăнин тĕслĕхĕсем те çук мар. Раççейĕпех ĕçленĕ, суд ĕçлеме чарнă хыççăн ятне улăштарнă тепĕр пĕрлĕх вара наркоманипе чирлисене ĕç терапийĕ пулăшнипе сиплетпĕр тесе пĕлтерÿсем парать. Чăннипе вĕсен ертÿçисем чирлисене грузчикре, çавнашкал ытти ĕçре вăй хуртарса пайта кураççĕ. Çавна май Т.Богданова сăмахĕсемпе килĕшмеллех: наркомансене сиплес, тÿрĕ çул çине тăратас ĕçре патшалăх тытăмĕ тĕп вырăнта пулмалла - ăна аталантармалла.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.