Комментари хушас

26 Утă, 2018

«iВолга» форума кайнă

Паян, утă уйăхĕн 26-мĕшĕнче, Чăваш Ен делегацийĕ Самар облаçне çамрăксен «iВолга» форумне тухса кайнă. Ку проект РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич пулăшнипе пурнăçланать. Кăçал çак мероприятире республикăри 86 каччăпа хĕр хăйĕн проекчĕпе паллаштарĕ.

Форум Раççей Президенчĕн хушăвĕпе, пултаруллă хĕр-упраçпа яш-кĕрĕмĕн инноваци идейисене пурнăçа кĕртмешкĕн пулăшас тĕллевпе иртет. Унта хутшăнакансем валли вĕренÿ, культурăпа аталану тата спорт программисем, ташă лаптăкĕсем, театр чатăрĕ, ăсталăх мастерскойĕсем хатĕрленĕ. Форум çурла уйăхĕн 4-мĕшĕччен ĕçлĕ.

 

Рубрика: 
Теги: