«iВолга» форума кайнă
Паян, утă уйăхĕн 26-мĕшĕнче, Чăваш Ен делегацийĕ Самар облаçне çамрăксен «iВолга» форумне тухса кайнă. Ку проект РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич пулăшнипе пурнăçланать. Кăçал çак мероприятире республикăри 86 каччăпа хĕр хăйĕн проекчĕпе паллаштарĕ.