Комментари хушас

16 Утă, 2018

Чăваш Енри çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлеме 845,5 миллион ытла тенкĕ уйăрнă

Кăçал, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитет ертÿçисемпе паян ирттернĕ канашлура ЧР вĕренÿ министрĕ Александр Иванов пĕлтернĕ тăрăх, вĕренÿ заведенийĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлеме 845,5 миллион ытла тенкĕ уйăрнă. 

Ку укçа-тенкĕпе спорт залĕсене, санитари пÿлĕмĕсене юсама, шкулсене сигнализаци вырнаçтарма, территорисене карта тытса çавăрма палăртнă. 2018-2019 вĕренÿ çулĕнче те ачасене учебниксемпе туллин тивĕçтерĕç. Пурĕ 172 пин экземпляр вĕренÿ кĕнеки кирлĕ пулĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче 322 автобус çула тухĕ. Хальхи вăхăтра республикăна сакăр çĕнĕ автобус килнĕ. Çулталăк вĕçлениччен транспорт хатĕрĕ тата та килессине пĕлтерчĕ министр.

Александр Иванов кăçал вĕрентÿ организацисен строительстви тата реконструкцийĕ валли 2 миллиард ытла тенкĕ уйăрасси çинчен пĕлтерчĕ. Ку укçапа 13 садик тума палăртнă, вĕсене 2019 çулта хута ярĕç. Шупашкар, Канаш хулисенчи, Комсомольски, Шупашкар районĕнчи шăпăрлансем çĕнĕ йышши хăтлă садиксене çÿреме пуçлĕç. Çавăн пекех çак укçапа республикăра çичĕ шкула реконструкцилемелле.
 

Рубрика: