Комментари хушас

9 Утă, 2018

Игнашевич карьерăна вĕçлет

Шăматкун Раççейĕн футбол енĕпе пĕрлештернĕ команди хорватсемпе вылярĕ. Вăйăн тĕп вăхăчĕ 1:1 шутпа вĕçленчĕ. Хушнă вăхăтра та çĕнтерÿçĕ палăрмарĕ — 2:2! Пенальтисен вăхăтĕнче хорватсене ăнăçрĕ — 4:3.

Вăйă хыççăн Раççейĕн пĕрлештернĕ командин йышне кĕнĕ чи аслă ÿсĕмри футболист Сергей Игнашевич карьерăна вĕçлессине пĕлтернĕ. 38-ти спортсмен кунашкал пысăк ăмăртăва 4 çул каялла хутшăннă. Спортсменра чăваш юнĕ чупать. Унăн амăшĕ Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Тумликасси ялĕнчен.

Игнашевич Раççейĕн пĕрлештернĕ командин йышĕнче 127 вăййа хутшăннă. Вăл «Локомотив», «Крылья Советов», «Спартак-Орехово», ЦСКА командисемшĕн вылянă. Футболист 6 хутчен Раççей чемпионĕ пулса тăнă.

 

Рубрика: