Комментари хушас

Çĕртме уйăхĕнче 9-мĕш ача садĕнчи шăпăрлансем Наци библиотекинче иртнĕ «Çуллахи хăрушсăрлăхшăн» акцие кăсăк¬лансах хутшăнчĕç. Ăна ирттерме МЧС ĕçченĕсем пулăшрĕç. Ачасем «Çулăм — вăйă мар» ÿкерчĕксенчен хатĕрленĕ куравпа паллашрĕç, çу кунĕсенче хăрушсăрлăха мĕнле пăхăнмалли çинчен илемлĕ фильм курчĕç, ыйтусен тата тупмалли юмахсен хуравĕсене шырарĕç, противогаз тата çулăмпа кĕрешмелли тумтире тăхăнса пăхма ĕлкĕрчĕç. Пĕчĕкскерсем каçса кайсах конкурссене хутшăнчĕç. Калăн, вĕсем çавна кăна кĕтнĕ. Кашни тĕрĕс хурав пĕлмессерен пĕчĕк парне тивĕçни те çитĕнÿ патне талпăнма хистерĕ.
Ачасемшĕн вăйă евĕрлĕ пĕлÿ пухмалли акцисем çав тери усăллă. Вĕсем урлă илнĕ пĕлÿпе пĕчĕккисем пурнăçри хăрушă самантсенче çухалса каймасăр усă кураççĕ.
Светлана ЧЕРНОВА,
9-мĕш ача сачĕн воспитателĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.