Комментари хушас

27 Çĕртме, 2018

Чăваш çамрăкĕсем 24 грант çĕнсе илнĕ

Вĕсем пурте расна, анчах пĕр ырă ĕçех тăваççĕ — çынна пулăшассишĕн çунаççĕ. Паян ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Сергей Кудряшов тĕрлĕ проект пурнăçа кĕртекен çамрăксемпе тĕл пулчĕ. Хĕрсемпе каччăсен ĕçĕсене Раççей шайĕнче хакланă: вĕсем çамрăксен ĕçĕсен федераллă агенстви, Президент гранчĕсен фончĕ йĕркеленĕ конкурссенче çĕнтернĕ.

Кăçал Чăваш Енри çамрăксем 24 грант çĕнсе илнĕ, пурĕ — 7 млн тенкĕлĕх /пĕлтĕр — 16 грант/. Хăшĕ-пĕрисем проекчĕсене пурнăçа кĕртме тытăннă ĕнтĕ. Акă, сăмахран, «Кашниех пулăшма пултарать» проект волонтересем нумаях пулмасть иртнĕ «Çамрăксен хули» форума çитсе килнĕ. Асăннă ĕçĕн тĕп тĕллевĕ — çынсене пĕрремĕш пулăшу пама вĕрентесси. Проект ертÿçи Ольга Брагина — пулас тухтăр. Волонтер-медиксем Шупашкарти общество вырăнĕсене çитсе уроксем ирттересшĕн. Кун валли ятарласа манекенсем туяннă.

Александра Востровăн çитĕнекен ăрăва çут çанталăка сыхламалли çинчен вĕрентес килет. Шупашкарти ача-пăча пултарулăхĕн керменĕнче ĕçленĕскер тăрăшнипе 2012-2017-мĕш çулсенче «Эпĕ тата çут çанталăк» проект пурнăçа кĕнĕ. Ку ĕçе малалла тăсасшăн вăл. «Хальхи вăхăтра тĕп хулари шкулсенче 54 пине яхăн ача вĕренет. Эпир палăртнă хисепĕн çуррине те пулин проекта явăçтарасшăн», — тĕллевĕпе паллаштарчĕ Александра.

Олеся Илларионова Шупашкарти «Ирĕклĕх» общество организацийĕн ертÿçипе Павел Никитинпа чылай çул каяллах туслашнă. Унпа калаçнă май пике сусăр çамрăксен тĕрлĕ мероприятие çитсе килес енĕпе йывăрлăхсем сиксе тухнине ăнланнă. Çапла «Эпĕ çумра!» проекта пурнăçа кĕртме шухăш çуралнă унăн. «Пирĕн республикăра мĕнле кăна мероприяти иртмест-ши? Сусăр çамрăксен «Студентсен çуркуннине», «КВН» вăййисене, спорт ăмăртăвĕсене те кайса курас килет. Мероприятисене йĕркелекенсем вĕсене тÿлевсĕр билетсемпе тивĕçтереççĕ-ха… Анчах палăртнă вырăна хăй тĕллĕн çитеймеççĕ çамрăксем. Хваттертен тухасси чĕр нуша, ятарлă транспорт та кирлĕ. Шупашкарта унашкалли çук çав», — палăртрĕ Олеся. Нумаях пулмасть сусăр çамрăксем волонтерсемпе пĕрле Йошкар-Ола хулине çитсе килнĕ, «Пелеш» фестивале хутшăннă. Кунашкал çул çÿревсем татах йĕркелесшĕн волонтерсем.

 

Рубрика: 
Теги: