Шупашкарта туризм ыйтăвне сÿтсе яврĕç
Чăваш Ене çулленех 200 пине яхăн турист килет. Паян тĕп хулара иртнĕ "çавра сĕтелре" влаç тытăмĕнче тăрăшакансем, туризм, общество организацийĕсен ертÿçисем, экскурсоводсем республикăра туризма мĕнлерех аталантармалли тавра калаçрĕç.