Комментари хушас

23 Çĕртме, 2018

Танк-контейнер производстви уçăлчĕ

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче «Шупашкарти «Сеспель» предприяти» АХОн танк-контейнер производствине уçнă çĕре хутшăнчĕ. Асăннă мероприятире çавăн пекех РФ Патшалăх Думин депутачĕсем, Мускаври ятлă-сумлă предприятисен представителĕсем пулчĕç.

Муркаш районĕнче унăн тĕрлĕ шĕвек, газ, çăнăх евĕр хутăшсем турттармалли танк-контейнерсен площадки ĕçлесе кайрĕ. Кунта инвестици виçи чылай — 600 млн тенкĕ. Ку проекта предприяти 2016 çулта пурнăçлама тытăннă, çитес икĕ çулта производство проектпа пăхнă шая çĕкленмелле.

Сăмах май, Раççейре çакнашкал контейнерсен рынокĕн 90% яхăн пайне паян чикĕ леш енчен кÿнĕ продукци йышăнать. «Сеспель» площадки туллин ĕçлесе кайсан — çуллен 300-шер танк-контейнер туса кăларма пуçласан продукци ют çĕршывсене те кайĕ — Беолоруссие, Казахстана. Хамăр çĕршыври чи пысăк экспедитор компанийĕсем Чăваш Ен «танкĕсемпе» кăсăкланаççĕ те ĕнтĕ. Кунта та хушма 50 ĕç вырăнĕ пулĕ.

Валентин ТРИЩЕНКО, «Алюмини туса кăларакансен, поставщиксен тата усă куракансен пĕрлешĕвĕн» ассоциацийĕн председателĕ:
— «Сеспель» АХО предприятин Раççейре алюминирен хатĕрленĕ хутăшсене çĕнĕ мелпе шăратса çыпăçтармалли технологисемпе усă куракан пĕртен-пĕр предприяти. Унăн малашлăхĕ пысăк.
Евгений КОРЧЕВОЙ, РФ промышленноç тата суту-илÿ министерствин ял хуçалăх, апат-çимĕç тата машиностроени строительствипе çул-йĕр департаменчĕн директорĕ:
— Асăннă предприяти продукцийĕн хакĕн дискончĕпе суту-илÿпе тухмалли стратегийĕ танк-контейнер çĕр-шывăн рынокĕнче 30% йышăнма май парать. Çакă ют çĕршывсенчен кÿрсе килнĕ таварсене хамăрăннипе улăштарма тĕллев лартнă чухне уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.
Вячселав МИХАЙЛОВ, рабочи:
— Асăннă предприятире эпĕ нумаях пулмасть ĕçлеме пуçларăм. Халĕ çĕнĕ цеха куçрăм. Ĕç условийĕсем лайăх, шалупа кăмăллă. Унсăр пуçне ку тăрăхри çамрăксем валли ĕç вырăнĕ йĕркелени пĕлтерĕшлĕ.

Рубрика: