Комментари хушас

21 Çĕртме, 2018

Вырăс чĕлхипе патшалăх экзаменĕнче 32 вĕренекен 100 балл пухнă

Чăваш Республикинче 5452 вĕренекен вырăс чĕлхипе ППЭ тытнă. Çак йышран 0,11 проценчĕ — аттестат илме май паракан 24 балл пухайман. Çапах ку кăтарту пĕлтĕрхинчен 0,2 процент лайăхрах. Экзамена хутшăннисен 32-шĕн пĕлĕвне 100 балпа хакланă /2017 çулта 17-шĕ чи нумай балл пухнă/.

Вырăс чĕлхипе экзаменра палăрнисен йышĕнче — Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Улатăр, Етĕрне хулисенчи тата Патăрьел, Йĕпреç, Комсомольски, Сĕнтĕрвăрри районĕсенчи шкулсемпе лицейсенче пĕлÿ илнисем.

 

Рубрика: 
Теги: