Комментари хушас

15 Çĕртме, 2018

Медицина ĕçченĕн кунне халалласа савăнăçлă мероприяти иртрĕ

Çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ Культура çуртĕнче Медицина ĕçченĕн кунне халалласа савăнăçлă мероприяти иртрĕ.

Кунта ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ. Вăл палăртнă тăрăх, республикăри медицинăри çитĕнÿсем çĕршыв шайĕнче те курăмлă. Пирĕн хутлăхра сиплевĕн чи лайăх мелĕсемпе анлăн усă кураççĕ. Федерацин республикăри центрĕсем тĕнче шайĕнчи сиплевпе тивĕçтереççĕ.

Республика ертÿлĕхĕ сывлăх сыхлавне аталантарассине тивĕçлипе хакласа çулсерен пин-пин тенкĕ уйăрать. Кăçал та çак тĕллевпе 18 млрд палăртса хăварнă. Çав нухратпа пациентсене хăтлă условисемпе тивĕçтерме шухăшлаççĕ. Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх, çапах та медицинăн ылтăн фончĕ - ăста та пултаруллă кадрсем. Республика Пуçлăхĕн шухăшĕпе, вĕсен ĕçне тивĕçлипе хакланине пациентсен кăмăлĕ уçăмлатать. 2030 çул тĕлне этем кун-çулне 80 çула çитермелле. Çакна ĕçе кĕртмешкĕн халăха сывă пурнăç йĕркине хăнăхтармалла. "Чылай чире парăнтарма май пур - çакăншăн хамăрăн кăна тăрăшмалла", - терĕ Михаил Игнатьев. Медицина ĕçченĕсене професси уявĕпе саламланă май республика Пуçлăхĕ ĕçре палăрнисене Чăваш Республикин наградисемпе чысларĕ.

Уява пухăннисене çавăн пекех Владимир Викторов министр, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов саламларĕ.
 

Рубрика: 
Теги: