Комментари хушас

14 Çĕртме, 2018

Чăваш халăхĕн сăваплă вырăнĕсем

Кашни халăхăн сăваплă вырăнсем пур. Пĕринче унăн чаплă çынни çуралса ÿснĕ, тепринче пултаруллă йăхташĕ ĕçленĕ. Виççĕмĕшĕ — ку вырăнта унăн халăхĕн историпе е культурипе çыхăннă паллă пулăм пулса иртнĕ тата ытти те.
Чăваш халăхĕн те сăваплă вырăн чылай. Чи паллисен шутĕнче — тăван халăха çутта кăларас тата аталантарас тĕлĕшпе калама çук пысăк ĕç тунă Иван Яковлев çуралнă Тутар Республикинчи Теччĕ районне кĕрекен Кăнна Кушки ялĕ /ун чухне вăл Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Пăва уесне кĕнĕ/ тата Чĕмпĕр хули — кунта вăл хăйĕн укçи-тенкипе чăвашсен пĕрремĕш шкулне уçнă. «Нарспи» поэма авторĕ, чăваш литературин классикĕ Константин Иванов çуралса ÿснĕ Пушкăрт Республикин Пелепей районĕнчи Слакпуç сали те çак шутах кĕрет. Ку ялтах Чăваш халăх поэчĕ Яков Ухсай çуралнă. Канаш районĕн Касаккасси /халĕ Çеçпĕл/ ялĕ чăвашсен хĕрÿллĕ поэчĕ Çеçпĕл Мишши çуралнă вырăнĕ. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕ çинчен илтмен çын хальхи вăхăтра çук та пулĕ — кунта Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, СССР космонавт летчикĕ Андриян Николаевăн ачалăх çулĕсем иртнĕ. Кунта туса хунă Астăвăм комплексне кашни кунах нумай çын килсе курать. Сăмах май, Чăваш Республикипе тата тепĕр икĕ космонавтăн пурнăçĕ тачă çыхăннă: Николай Бударин /вăл Улатăр районĕн Киря поселокĕнче çуралнă/ тата Муса Манаров /унăн ачалăхĕ Улатăр хулинче иртнĕ, 1968 çулта кунти 8-мĕш вăтам шкулĕнчи вăл ылтăн медальпе вĕренсе тухнă/.
Хисеплĕ вулаканăм, акă çуллахи каникул пуçланчĕ. Ку вăхăта санăн усăллă ирттерме тăрăшмалла. Ун пек пултăр тесен ăна малтанах палăртса хумалла. Май тупса ку статьяра асăннă вырăнсене çитсе курсан питĕ аван пулмалла. Кайса килнĕ хыççăн мĕнлерех пĕлтерĕшлĕ çутă туйăмсем сирĕн чунра çуралнине хăвăрах туйса илме пултаратăр. Сирĕн тавра курăм чылаях пуянланĕ, пуçа çĕнĕ шухăшсемпе ĕмĕтсем пырса кĕрĕç. Пурнăç тĕллевĕ, пулас професси те унта çуралма пултарать.
Палăртса хăвармалла, чăваш халăхĕн паллă вырăнĕсем çÿлерех асăннисем анчах мар. Вĕсем республикăри кашни районпа хуларах пур. Калăпăр, манăн çуралнă вырăн — Вăрмар районĕнчи Кĕтеснер ялĕ — 1939-1942 çулсенче ВЦИКра ĕçленĕ Никита Светловпа, чăваш халăх çыравçипе Василий Алентейпе, Социализм Ĕçĕн Геройĕпе Сергей Лукинпа паллă. Ял çумĕнче Нар сăрчĕ тата Тăрна шурĕ вырнаçнă. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.