Хуçине тупмасăр çĕнĕрен тăваймĕç
Лакăр ялĕнче пурăнакансем Хыркассине Йăршу юхан шывĕ урлă çакăнса тăракан кĕперпе каçса çÿреççĕ: ачасем шкула каяççĕ, аслисем – ĕçе тата общество транспорчĕн чарăнăвне. Юлашки вăхăтра кĕпер питех те япăхса кайрĕ. Вăл силленсе те чĕтренсе тăрать, тросĕсем пушаннине кура каçă авăнчĕ, каçса çÿреме хăрушă. Каçмана çĕнĕрен тума май çук-ши?
Ял çыннисем ыйтнипе —
Шупашкар районĕнчи Лакăр ялĕн старости Бронислав ФЕДОРОВ.
Йăршу юхан шывĕ урлă хывнă каçă Шупашкар районĕнчи Шемшер тата Шĕнерпуç ял тăрăхĕсене çыхăнтарнине кура вырăнти икĕ пуçлăхпа та çыхăнтăмăр. Акă епле хуравларĕç вĕсем.
Вячеслав СТОЛЯРОВ, Шĕнерпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:
– Йăршу урлă хывнă каçма япăхни пирки пирĕн ял тăрăхĕн администрацине Лакăртан та, Шемшер ял администрацийĕнчен те килекен пулман. Çынсене каçма кирлине кура эпир çав ыйтăва кÿршĕллĕ ял тăрăхĕпе сÿтсе явма хатĕр. Тен, общество инфратытăмне вырăнти пуçарусене тĕпе хурса аталантармалли программăна çитес çул кĕме май килĕ?
Виталий ИВАНОВ, Шемшер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:
– Йăршу юхан шывĕ хывнă каçă паянхи кун хуçи çук. Малтан ăна хуçасăр об˜ектсен шутне кĕртмелле, унтан пирĕн муниципалитет харпăрлăхне куçармалла. Çавна туса пĕтерме, паллах, вăхăт кирлĕ. Каçмана хамăр баланс çине куçариччен ăна тивĕçлĕ шайра тытса тăма тăрăшăпăр, мĕншĕн тесен çынсемшĕн вăл хăрушсăр пулмаллине питĕ лайăх ăнланатпăр.