Комментари хушас

31 Çу, 2018

Амăшĕ çук чухне чутах çунса кайман

Муркаш районĕнчи Тури Тăмлайри 71 çулти Алевтина Васильевна мăшăрĕпе Александр Петровичпа пĕр ывăлпа виçĕ хĕр пăхса çитĕнтернĕ. Пурне те пĕрешкел воспитани панă. Анчах чи кĕçĕнни чи ачашши тени тÿрре килнĕ-ши? Марина шкултан вĕренсе тухсанах темшĕн тĕрĕс çулран пăрăннă. Хăйĕн çăмăлттайлăхне пула ашшĕ-амăшĕн чунне мĕн чухлĕ ыраттарман-ши хĕр-упраç?

Арçынсем хаклăрах

Марина качча каймасăр 19 çулта ача çуратнă. Амăшĕн туйăмĕ вăранса çитменскерĕн килте кипке çуса ларас килмен ахăртнех. Çывăх çыннисем, аппăшĕсем ятланине хăлхине чикмесĕр каçсерен урама тухнă, алла черкке тытма та именмен. Кĕçех Патаккасси ялĕнчи арçынпа паллашнă та ун патне пурăнма куçнă. Туй кĕрлеттермесен те ачаллă хĕрне ашшĕ-амăшĕ пил парсах ăсатнă. Пĕчĕк ывăлне пĕрле илсе кайнă Марина. Хут уйăрттарман упăшкинчен кĕçех тепĕр ывăл çуратнă. Шел те, çемье, кил ăшши пĕрремĕш вырăнта пулман уншăн. Ачисем пирки манса кайса арçынпа хĕрарăм алла час-часах черкке тытнă. Çуртра ĕçкĕ-çикĕ кĕрленĕ, вăрçăннă… Ÿсĕр хĕрарăм хăш-пĕр чухне тин çеç çуралнăскере кăкăр çитерме те маннă. Кĕçĕнни икĕ çул тултарсан икĕ ачаллă Марина упăшкине пăрахса çак тăрăхри Москакассине вĕçтернĕ. Шел те, ывăлĕсенчен ытларах арçынсем хаклă пулнă уншăн. Фермăна дояркăна вырнаçнăскере ку ялта пÿлĕм панă. Часах çĕнĕ савни те тупăннă. «Арçынĕ ют ачасене йышăнасшăнах пулман. Марина пĕчĕкскерсене килте пăрахса хăварса ун патне çĕр каçмалла хăй çÿренĕ. Пĕррехинче килте вут-çулăм алхасма тытăннă, 3 тата 7 çулсенчи арçын ачасем çав каç чутах çунса кайман. Пирĕшти сыхларĕ пуль шăпăрлансене. Юрать, фермăра ĕçлекенсем тĕтĕм йăсăрланнине вăхăтра курнă. Çывăракан ачасене урама йăтса тухса пушара сÿнтернĕ. Амăшĕ вара çав каç килте пулман. Ăçтан каçарăн унашкаллине? Çакăн хыççăн Маринăна ашшĕ-амăшĕн правинчен хăтарчĕç», — йăмăкĕ пирки нимĕн пытармасăр каласа кăтартрĕ Галина Александровна.
Алевтина Васильевна мăнукĕсене никама та парас темен, хăйĕн патне илсе килнĕ, иккĕшне те опекăна илнĕ. Кукамăшĕ ачасемшĕн амăшĕнчен те çывăхрах пулса тăнă. Леш савнийĕпе те Маринăн пурнăçĕ ăнман. Арçынĕ ун çине час-часах алă çĕкленĕ. Марина кайран тепĕр савни тупнă, унран хĕрача çуратнă. «Хамăр районти Хыркассинче пурăнаççĕ халь. Ачи виçĕ çул тултарчĕ. Пурнăçĕ йĕркеленсе кайрĕ-ши? Питех хутшăнмастпăр та, нимĕн те калаймастăп. Çапăçаççĕ-хирĕçеççĕ тенине илткеленĕ. Чи кирли — йăмăк ĕçкĕпе ан иртĕхтĕрччĕ. Пирĕн пата Марина хушăран кăна килкелесе çÿрет. Ывăлĕсем амăшĕшĕн тунсăхланине туйман, анне патне каяс килет тенине илтмен», — палăртрĕ Галина.

Ирĕклĕхе туйнă

Шалкăм çапнă хыççăн Алевтина Васильевнăн сывлăхĕ хавшанă. Пурнăçĕнче хура-шурне нумай тÿснĕ вăл: ывăлне пытарнă, кайран кĕрĕвĕ вилнĕ, ун хыççăн хĕрĕ Нина усал шыççа пула çут тĕнчерен уйрăлнă. Пилĕк мăнукĕ тăлăха юлсан сахал мар куççуль юхтарнă вăл. Малалла вулас...
 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.