Комментари хушас

31 Çу, 2018

Пепкисене çавăтса – çĕр варринче лавккана

Кирек мĕнле хула та çĕрле тата илемлĕрех курăнать. Туристсем те вăл е ку вырăнпа ахальтен каçхине паллашма васкамаççĕ. Пирĕн юратнă Шупашкар таса та хăтлă. Лайăх çанталăкра хула урамĕсемпе киленсе утмалăх пур, çĕрлехи Шупашкар еплерех-ши? Машинăсен шавĕнчен, çынсенчен пăртак та пулин канать-ши вăл? Иртнĕ эрнере икĕ çĕр хула курса çÿрерĕмĕр.

Бомжсен йăви

Çĕнĕ Кăнтăр районĕнчи гипермаркетра 1 сехетре те халăх утать. Çур çĕр варринче мĕн кирлĕ-ши, çын сахал чухне ятарласа апат- çимĕç туянма килеççĕ-ши? Çывăрас килнипе йĕрмĕшекен 3-4 çулсенчи ачисене çавăтса утни пуринчен те ытларах тĕлĕнтерчĕ. Ирхине садике каймалла мар-шим? Пепкисен кун йĕркине пăсни сывлăха лайăх витĕм кÿмĕ.
Хулари мĕн пур бомжа Çĕнĕ Кăнтăр районне килсе яман-ши тата? Чарăнусенчи саксем çинче çеç мар, çурт çумĕсенче вырăн тупнă вĕсем. Уйрăмах «Шупашкар» пасарĕ, ун çумĕнчи общежитисен таврашĕнче кăткă евĕр кĕшĕлтетеççĕ. Ленин Комсомолĕн урамĕнчи гаражсен таврашĕнче те ыйткалакан туллиех. Пĕри çĕтĕк, вараланчăк матрас сĕтĕрет, ÿсĕр хĕрарăм ун хыççăн лăпă-статать. Ытла та чуна çÿçентерекен ÿкерчĕк. Пĕрмай эрех-сăра кÿпнĕрен этем сăнĕ-пуçĕ юлман. Пасартан аякра мар, пĕр çурт айккинче хÿтлĕх тупнăскерсем кунĕпе пухнă апат-çимĕçе, сăра кĕленчисене çерем çине кăларса хунă. Апла çÿп-çап купинче чакаланнин усси пулнах.

Каçхи клубсем

Хулара çĕрлехи клуб нумай, мĕнли килĕшет — çавна суйла. Хулари каçхи кану вырăнĕсен таврашĕнче çĕрлехи 2 сехетре те шавлă. Тĕрлĕ ÿсĕмри çынсене асăрхарăм: çамрăксем те пур, 50-ран иртнисем те. Ÿсĕр хĕр телефонпа пĕр чарăнми такама усал сăмахпа вăрçрĕ, хăйне пырса илме ыйтрĕ. Такси тытма укçи çук-мĕн. Пирус тивертме пулăшнă арçынпа хăвăртах пĕр чĕлхе тупрĕ хайхискер. Ури çинче аран тăракан хĕр пырса чарăннă машинăна кĕрсе ларчĕ. Хăй ăçта каяссине пĕлчĕ-ши? Пирус туртакан хĕрсем каччăсенчен ытларах пек туйăнчĕ. Урама уçăлма тухнисен пĕрин те алли пушă марччĕ — сăра кĕленчи тытнăччĕ. Капăр тумланнă, илемлĕ сăрланнă пике сăрине ĕçсе ячĕ те кĕленчине тротуар çине вăркăнтарчĕ, лешĕ чăл-пар саланса ванчĕ. Юнашар тăракан хĕрĕнкĕ каччăсемшĕн кулăшла çеç пулчĕ çакă. Тĕлĕнмелли çук, нумайăшĕ çакăн пек хăтланать. Кашни 5-6 утăмра лартса тухнă çÿп-çап контейнерĕсене никам та асăрхамасть тейĕн. Урам тирпейлÿçине шел. Кĕленче ванчăкĕсене унăн пуçтарма тивет-çке. Çын ĕçне пăртак та хакла-ма пĕлместпĕр çав.

Тимлĕхе çухатнăран

Çĕрлехи аварисем хулара ытларах чухне водитель тимлĕхе çухатнăран сиксе тухаççĕ. Машина хуçи çывăрса кайнă-ши, тĕп çул-йĕртен пăрăнса Вăрнар çулĕ çинчи вăрмана пырса кĕнĕ те йывăçа тăрăннă. Йĕрке хуралçисем вырăна çитнĕччĕ. Телее, машина хуçи чĕрех. Хăйне чиперех туйнăран васкавлă медпулăшу та чĕнтермен.
И.Яковлев проспектĕнче Пичет çурчĕ умĕнче те авариччĕ. Пĕри Мир проспекчĕпе вĕçтерсе хăпарнă та ункă çине кĕрсе кайнă. Юрать, юпана тăрăнман. Куçĕ курман-ши, ÿсĕр пулнă-ши? Бамперĕ темиçе кун выртрĕ çав тĕлте. Энгельс урамĕнче те машина хуçисем ПАИ ĕçченĕсене чĕнсе илнĕччĕ. Пĕри вĕсенчен хыçалалла чакнă май лавкка умĕнче машина бамперне лектернĕ. ПАИ ĕçченĕсене те пĕр канăç çуккине ăнлантăм.
Хулара «каçхи лĕпĕш» нумаййине илтнĕ- ха, анчах вĕсемпе нихăçан та куçа-куçăн калаçман. Центрти пĕр чарăнура çĕрлехи 12 сехетсенче 35 çулсенчи хĕрарăм урине явса тăратчĕ. Кĕске хĕрлĕ тĕслĕ сăран куртка, хура тĕслĕ лосинă тăхăннăскер машина кĕтетчĕ. Эпир хамăр машинăна шăп ун тĕлĕнче чартăмăр. Сăмах пуçарас тесе чееленме тăрăшрăм. Ют хуларан имĕш эпĕ, хăна çурчĕ ăçта вырнаçнипе кăсăкланнă пекки турăм. Вăл хирĕçлерĕ. «Ан чăрмантарăр, кĕçех ман пата машина çитмелле», — текех нимĕн те каласшăн маррине систерчĕ.

Çывăрмаççĕ

Çынсем хăçан ыйха путаççĕ-ши? 1 сехетре те нумай хваттер чÿречинчи çутă сÿнменччĕ. Шупашкарти Гагарин урамĕнчи пĕр çуртăн пиллĕкмĕш хутĕнчен темĕн кĕрслетсе ÿкрĕ те ванчĕ. Ун хыççăнах тĕк вĕçме пуçларĕ. Çÿлтен минтер печĕç. Балкон çинче çамрăк арçынпа хĕрарăм кăшкăрашаççĕ. Тепĕр самантран хĕрарăм урама чупса тухрĕ те клумбăра йĕре-йĕре темĕн пуçтарма тытăнчĕ. Укçа пухмалли савăта чÿречерен вăркăнтарнă-мĕн. Ĕç-пуç епле вĕçленчĕ-ши вĕсен? Хĕрарăм килне кĕрейрĕ-ши? Эй, тĕнче! Çĕр варринче мĕн пайлаймарĕç-ши иккĕшĕ? Малалла вулас...
 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.