Комментари хушас

Çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин РФ Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче налук хурассин механизмне çĕнетмелли çинчен татăклăн пĕлтерчĕ. Пирĕн çемьере харпăрлăхри куçман пурлăх тавра çакнашкал ыйту çуралчĕ: унăн кадастр хакне палăртакан шутлаври йăнăша епле те пулин тÿрлетме май пур-ши?

Анатолий КРАСНОВ.
Комсомольски районĕ
.

Ыйтăва хуравлама Чăваш Республикин Юстиципе пурлăх хутшăнăвĕсен министерстви пулăшрĕ. Асăннă ведомствăран тĕплĕ хурав илтĕмĕр. Çырура палăртнă тăрăх — 2018 çулта Чăваш Республикинче кадастр хаклавне çĕнетес ĕç капиталлă строительство 760 пин ытла обћекчĕ, 136 пине яхăн çĕр лаптăкĕ тĕлĕшпе çĕнетĕç. Ăна пурнăçлассипе Чăваш Республикин Юстици мини-стерствине пăхăнакан «Чăваштехинвентаризаци» бюджет учрежденийĕ яваплă.
Кăçалхи патшалăх кадастр хаклавĕ ытти çулхисенчен уйрăлса тăрать: маларах вăл федерацин 1998 çулхи утă уйăхĕн 29-мĕшĕнче вăя кĕнĕ «Раççей Федерацийĕнчи хаклав ĕç-хĕлĕ çинчен»135-мĕш ФЗ саккунĕпе килĕшÿллĕн пулса пынă тăк халĕ кунашкал ĕç-пуçа 2016 çулхи утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче хута кайнă «Патшалăх кадастр хаклавĕ çинчен» 237-мĕш ФЗ саккуна таянса пурнăçлаççĕ.
Чăваш Республики — куçман пурлăх тĕлĕшпе кадастр хаклавне çĕнĕ йĕркепе пурнăçлама чи малтан пуçланă субћектсен йышĕнче. Федерацин çĕнĕ саккунĕ хаклав процедурине уççăн йĕркелеме, пĕрлехи методологипе усă курма, информацие тăтăшах пухма, пуянлатма май парать.
Пирĕн республикăри капиталлă строительство обћекчĕсен тĕлĕшпе кадастр хаклавне юлашки хут 2012 çулта йĕркелесе ирттернĕ. Унтанпа унăн кăтартăвĕсене темиçе хутчен тÿрлетнĕ.
Уйрăм çынсем е юридици сăпачĕсем тĕрĕс мар сведенисем асăрхасан «Чăваштехинвентаризаци» учреждение деклараци тăратма пултараççĕ. Унта куçман пурлăх обћекчĕн характеристикине çирĕплетнĕ йĕркепе килĕшÿллĕн палăртмалла. Çакă малашне ку е вăл обћект тĕлĕшпе йăнăш све-дени пуласран сыхланма пулăшать. Харпăрлăх хуçи кадастр номерĕ е адресĕ тăрăх хăйĕн обћектне тупма, унăн кадастр хакне пĕлме, унăн виçине пасар хакĕпе танлаштарма пултартăр тесе кĕртнĕ çакнашкал йĕркене. Декларацисене ĕç кунĕсенче 8.00 сехетрен пуçласа 17.00 сехетчен /апат вăхăчĕ — 12.00-рен 13.00 сехетчен/ çак адреспа йышăнаççĕ: Чăваш Республики, Шупашкар хули, Бабушкин тăкăрлăкĕ, 8-мĕш çурт, 3-мĕш пÿлĕм. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.