«Хĕссе» тата халăха тарăхтарса
Чăваш Ен Пуçлăхĕ ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура Михаил Игнатьев хăйĕн ячĕпе 846 çын алă пуснă çыру килнине пĕлтерчĕ.
Ăна Шупашкарти Кривов урамĕнче, çав таврари ытти урамра пурăнакансем çырнă. Халăх 27-мĕш шкул территорийĕнче пурăнмалли 9 хутлă çурт тума пуçланипе кăмăлсăр. «Территорисене хĕссе çурт-йĕр çĕклессине чарас тĕлĕшпе эпир тахçанах йышăну тунă, - хăйĕн позицине татăклăн палăртрĕ республика Пуçлăхĕ. — Çакă халăх влаçа шанассине тÿрремĕнех пырса тивет».
Тĕп хула сити-менеджерĕ Алексей Ладыков ăнлантарнă тăрăх, çапла майпа «хĕссе» çĕклекен обьектсем Шупашкарта халь йышлă мар. Калаçтаракан тепĕр объект — Элкер урамĕнчи. Пурăнмалли çурт тумашкăн çав лаптăк хуçисем халь мар, тахçанах ирĕк илнĕ. Тивĕçлĕ докуменчĕсем пур. Хула влаçĕсем çак утăма ырламаççĕ, таврара пурăнакансем хирĕç пулин те вĕсем унта çурт тăвасшăнах.
Михаил Игнатьев стройкăна чарма сĕнчĕ — «çынсем тав тăвĕç. Влаç халăх валли пулнине асра тытмалла, эпир — уншăн ĕçлеме тара тытнă çынсем кăна». Паллах, чару саккунлă пулмалла, çавна май строительство валли тахçан панă ирĕк «тасалăхне» тĕрĕслени те ытлашши пулмĕ.