Комментари хушас

15 Çу, 2018

Интернет урлă эмел сутма юрамасть

Интернет урлă саккас паракансене тепĕр чухне шăнман пăр çине лартса янă тĕслĕхсем пулни çинчен илтни те самантрах манăçать мар-и: ярса панă япалан виçи- тĕсĕ ыйтнипе пĕр килменни пăшăрхантарсан та унран хăрушăраххи те пур иккен: эмел препарачĕсене пĕр-пĕр сайт урлă саккас парса туянма васканă чухне сăмахран. Вĕсемпе сутă тăвас йĕркепе паянхи кăларăмра Федерацин сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнчи надзорĕн службин Чăваш Республикинчи территори органĕн ертÿçи Татьяна АНОСОВА паллаштарать.

— Татьяна Николаевна, аптека практикин эмел препарачĕсене ваккăн сутмалли çирĕплетнĕ йĕрки пур вĕт?
— Паллах. Çак йĕрке Раççей Сывлăх сыхлавĕн министерствин 2016 çулхи çурла уйăхĕн 31-мĕшĕнчи хушăвĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланать. Асăннă нормативлă акт аптека организацийĕсен ĕç-хĕлне регламентлать тата пахалăхлă эмел хатĕрĕсемпе тивĕçтерекен тытăмăн тĕп тивĕçĕсене /çав шутра — процессене йĕркелессипе, персоналпа тата инфратытăмпа çыхăннисене/ палăртать.
Суту-илĕве суя, пахалăхсăр, контрафактлă хатĕрсем лекессинчен асăрхаттарас тĕллевпе кÿрсе килнĕ эмел препарачĕсене аптека организацийĕсенчен кашнийĕ тĕплĕн тĕрĕслесе йышăнать тата вĕсен пахалăхне çухатассине сирмешкĕн ятарлă условисене пăхăнать. Аптекăра сиплев хатĕрĕсене сутакан провизор е фармацевт тавар туянакана эмелпе тĕрĕс усă курмалли пирки ăнлантарма, ыйтăвĕсене хуравлама, рецепта тĕрĕслеме, унта уйрăм кÿртĕмсем çырса хума тивĕç. Унсăр пуçне гражданинăн вăл е ку хатĕр çирĕплетнĕ йĕркепе килĕшсе тăнин декларацийĕ çинчен аптека организацийĕнче информаци ыйтмашкăн ирĕк пур.
Çÿлерех палăртнине тĕпе хурса тата тавара дистанци мелĕпе сутмалли РФ Правительствин 2007 çулхи авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ Йĕркесен 5 пункчĕпе килĕшÿллĕн хальхи вăхăтра эмел хатĕрĕсене çапла майпа сутма чарнă, сиплев препарачĕсемпе таварĕсене телекоммуникацин интернет сечĕ урлă сĕнекен интернет-лавккасен ĕçĕ-хĕлĕ саккунпа килĕшсе тăмасть. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.