Комментари хушас

14 Çу, 2018

Çулсене юсасси «пăкăсăр» пулмасть

ЧР Пуçлăхĕ ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен планеркăра республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх, тĕп хулара çулсене юсама пуçланă май унта та кунта «пăкă» пулнине кура çынсем кăмăлсăрланаççĕ. Анчах граждансен çакна ăнланса йышăнмалла: ку вĕсен хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе, çулсен пахалăхне лайăхлатассипе çыхăннă — вăхăтлăх чăрмавсемпе çырлахма тивет. Раççей Президенчĕн çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче 2024 çулчченхи стратеги тĕллевĕсем çинчен кăларнă указĕнче çитес çулсенче çулсем çинчи аварисенче вилекенсен шутне палăрмаллах чакармаллине /100 пин çын пуçне тăватă çынран ытла мар/ çирĕплетнĕ — çак тĕллеве пурнăçламаллах.

Транспорт министрĕ Владимир Иванов ака уйăхĕн 28-мĕшĕнчен тытăнса общество транспорчĕ çуллахи расписани çине куçнине палăртрĕ. Çавна май дачĕсен хуçисене илсе çÿреме автобуссен хушма вунă маршрутне уçнă. Шыв транспорчĕ те ĕçлеме пуçланă ĕнтĕ. Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Шупашкартан Сосновкăна каçакан маршрут уçăлать.

Михаил Игнатьев чукун çул маршручĕсемпе кăсăкланчĕ. Ку енĕпе те чăрмав çук-ха, анчах, министр каланă тăрăх, хăйсен сачĕсене çÿремешкĕн транспортăн çак тĕсĕпе усă куракансен йышĕ çуллен 10-15% чакса пырать-мĕн. Çавăнпа ĕнтĕ регион ертÿçи çак ыйтăва тепĕр хут тĕплĕ тишкерме сĕнчĕ. Пассажирсене хула çумĕнчи маршрутсемпе чукун çулпа илсе çÿресси бюджетшăн хакла ларать — «Содружество» компани тăкакĕсене саплаштарма çуллен тÿлекен 70-80 млн тенкĕпе урăх çĕрте тухăçлăрах усă курма май пур.

Юсав ĕçĕсем пирки каланă май Владимир Иванов çулсем çинче паян тăватă подрядчик ĕçленине çирĕплетрĕ. Ĕç пахалăхĕ тăлĕшпе вĕсене тимлĕ сăнаса тăраççĕ. Иккĕшĕн тĕлĕшпе претензисем те тăратнă, пĕрин тĕлĕшпе 2,5 млн тенкĕлĕх штраф санкцийĕпе усă курнă. Тĕрĕслев çирĕппине кура министр пĕтĕмпех йĕркеллĕ пуласса шаннине палăртрĕ.

Теги: