Комментари хушас

Республика халăхĕ экологи акцийĕсене хастар хутшăнать. Тĕрлĕ ÿсĕмрисем тавралăха тирпейлесе илем кĕртеççĕ, йывăç лартаççĕ.
Çак эрнере Шупашкарти техникум тата колледж студенчĕсем Юманлăх ращине тасатма тухнă, 60 ытла михĕ çÿп-çап пуçтарнă. Çамрăксен десанчĕ Опикасси тата Берендей вăрманĕсене те йĕркене кĕртĕ. Çут çанталăкра канма юратакансем тасалăха хаклама хăнăхсанах çÿп-çап купаланмĕччĕ те.
А.Николаев ячĕллĕ ача-пăча паркĕнчи субботникре пĕлтĕрхи çулçа 100 ытла миххе пуçтарса тиенĕ. Халĕ унта çемьепе уçăлса çÿреме кăмăллăрах. Сăмах май, хула курма килнисем те паркра хăйсене хăтлă туяççĕ. Ачасене, сăмахран, тĕрлĕ аттракцион илĕртет. Çурçĕрте, кăнтăрта пурăнакан чĕр чуна, кайăк- кĕшĕке çывăхра курни мĕне тăрать тата! Вĕсен йышĕ çуллен пысăкланса пырать.
Экологи акцийĕ вăхăтĕнче Шупашкарти ача садĕнчи шăпăрлансем воспитательсемпе, ашшĕ-амăшĕпе пĕрле йывăç-тĕм лартма тухнă. Хунавсене пăхса тăни вĕсене çут çанталăка упрама хăнăхтарни иккĕлентермест.
Энергетиксем Шупашкарти ача-пăча реабилитаци центрне хăйсен хÿттине илнĕ. Хальхинче центр лапамне темиçе сехетрех пуçтарса тирпейленĕ вĕсем. Кĕске вăхăтрах газона тасатнă, асфальт çула шăлнă, бордюра сăрланă. «Энергетиксем тĕрлĕ темăпа калаçу йĕркелеме, спорт, экологи мероприятийĕсем ирттерме кăмăлтан пулăшаççĕ», — палăртнă центр пуçлăхĕ Елена Шафейкина.
Районсенчи халăх та субботнике васкать. Элĕк районĕнчи Тури тата Анат Татмăш ял çыннисем, тĕслĕхрен, «Атăк çăлĕ» истори палăкĕн таврашне хăтлăлатма пуçтарăнса тухнă. Ĕлĕк-авал шăпах çăл патĕнче ял пуçланса кайнă. Сăмах май, çакăнти шыв хĕлле те шăнмасть. 2010 çулхи шăрăхра та типмен вăл. Çавăнпах юнашар ялсенчен те Атăк çăлне шыв ăсма çÿренĕ. Анат Татмăшра çуралнă, халĕ Трактор историйĕн музейĕн пуçлăхĕ Альберт Сергеев архиври документсем тăрăх тăван кĕтес историне тĕпченĕ. Татмăш çыннисем Канаш тата Патăрьел районĕсене куçса çакнашкал ятлă ялсем йĕркелесе яни çирĕпленнĕ. Пуçаруллă ял-йыш Атăк çăлĕ таврашĕнче этнокомплекс аталантарасшăн, унта Тури тата Анат Татмăш çыннисен историне кăтартасшăн. Çакăнта тĕрлĕ йывăç лартма, купель çĕклеме палăртнă. «Атăк çăлĕ» проектпа халăх ял клубĕнче паллашма пултарать. Ку ĕçе кашнинех хăйĕн тÿпине хывма май пур. Малалла вулас...

Марина ТУМАЛАНОВА.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.