Ылтăн ача
Çамрăк ашшĕ-амăшĕ хăйĕн тĕпренчĕкĕ пирки çапла каланине илтсен малтанах тĕлĕннĕччĕ те. «Ытла та хытă юратаççĕ ахăр», — мĕлтлетнĕччĕ пуçра шухăш. Тен, ывăл çуралнипе çапла савăннă аслисем? Ара, арçын ачана — ылтăнпа, хĕр пĕрчине вара кĕмĕлпе танлаштарнине хăнăхнă вĕт. Анчах та пархатарлă çак металл тĕнчене мĕнле пепке мар, миçемĕш пулса çуралнине палăртать-мĕн. Çĕршыври демографи лару-тăрăвне лайăхлатас тĕллевпе юлашки çулсенче патшалăх ертÿлĕхĕ уйрăмах çине тăрса тăрăшать. Нумай ачаллă çемьесене курăмлă тĕревлени пушшех те пĕлтерĕшлĕ.