Комментари хушас

Чăваш тĕрринче тăван халăхăн пуян историйĕ упранать. Вăл çав тери илемлĕ-çке! Унăн хитрелĕхĕ нихăçан та çухалмасть. Çак асамлă ăсталăха ламран лама куçарас ĕçре «Паха тĕрĕ» фабрика тăрăшать. Кÿкеçре 1923 çулта уçăлнăскер пин-пин çамрăка тĕрĕ илемĕпе туслаштарать. Тĕрĕ ăсталăхĕ амăшĕнчен хĕрне, унăн ачисене куçса аталанса пырать.

Сăвă, сочинени шăрçаланă

Çуралнă кунне халалласа йĕркеленĕ курав Раççейри тĕрлĕ хулана çитнĕ, республикăри районсенче уçăлнă.
Унсăр пуçне регионсен хушшинчи «Асамлă тĕрĕ тĕнчи — 2018» конкурс иртнĕ. Вĕренекенсем тĕрлĕ юхăмра хутшăнайнă: «Чăваш тĕррин тĕп эрешĕсем», «Паха тĕрĕ» 95 çул тултарнине халалланă открытка», «Ÿнер искусствинчи чăваш тĕрри». Унсăр пуçне ачасем фабрикăна халалласа сăвăсем, сочиненисем шăрçаланă.
Хутшăнакансем ĕçĕсене пуш уйăхĕн 30-мĕшĕччен «Бичурин тата хальхи самана» музее çитернĕ.
Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче вара Чăваш наци библиотекинче çак конкурса хутшăнакансене пухрĕç, çĕнтерÿçĕсене саламларĕç.
Чăваш тĕррипе çыхăннă пулăм чăвашла юрă-ташăсăр епле иртĕ? «Эревет» ача-пăча ансамблĕ «Паха тĕрре» саламлама килнĕ. Ертÿçи, Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Сергей Федотов фабрика директорне Наталия Посынкинăна, ĕçченĕсене тав сăмахĕ каларĕ. «Паха тĕрĕ» çĕленĕ тумтирпе тĕрлĕ çĕршыва тухса çÿреме намăс мар. Нумаях пулмасть Мускав Кремлĕн сцени çинче пултăмăр», — пĕлтерчĕ Сергей Васильевич.

Чăтăмлăх кирлĕ

Каярах Шупашкарти 1-мĕш гимназире вĕренекен Никита Волков, Çĕнĕ Шупашкарти 3-мĕш шкулта ăс пухакан Ксения Павлова, Шупашкар районĕнчи Чăрăшкасси шкулĕнчи Александра Фомирякова хăйсем çырнă сăвăсене вуларĕç. Никита вырăсла шăрçаланă, Саша вара акросăвă çырнă. Александра 8-мĕш класра пĕлÿ пухать, сăвă хайлама юратать. Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ Алина Николаева чиперука пултарулăхне аталантарма пулăшать. «Конкурс валли кăсăклă ĕç çырас терĕм. Кашни йĕрке пуçламăшне çÿлтен аялалла вуласан сăвă ятне пĕлме пулать — «Паха тĕрĕ тăхăр вун пилĕк çулта». Хайлава ватман çине «вырнаçтартăм», чăваш тĕрри ÿкерсе илемлетрĕм», — хăйĕн ĕçне кăтартрĕ Саша. Малалла вулас...

Тина АПРЕЛЬСКАЯ. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.