Шыв çăмăлттайлăха каçармасть
Çанталăк ăшăтнă-ăшăтман халăх шыв-шур енне туртăнать. Асăрханмасан пăтăрмаха лекесси те часах. Специалистсем сăнанă тăрăх, инкексен пысăк пайĕ шăпах шыва кĕме ятарласа хатĕрлемен лаптăксенче пулаççĕ. Çакна республикăри ГКЧС председателĕ Вениамин Петров ларусенчен пĕринче палăртса хăварнăччĕ.
Вениамин Петров путса вилнисен 80% шыва кĕрес умĕн е маларах эрех ĕçнине систернĕ май статистикăпа та паллаштарнăччĕ. 2017 çулта пĕве-юхан шывра 25 çын путса вилнĕ, виçĕм çул — 48. Ака уйăхĕн 25- мĕшĕ тĕлне республикăри юханшывпа пĕвере 4 пăтăрмах пулнă, вĕсенче 4 çын путнă, çав шутра — 1 ача. ГКЧС председателĕ ачасем аслисем сăнаса тăманран шар курнине пĕлтернĕччĕ.
Çак уйăхра ГКЧСăн, Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕн тата Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн правленийĕн анлă ларăвĕнче пляжсемпе шыва кĕмелли ятарлă вырăнсем йĕркелемеллине те сÿтсе явасшăн.