Комментари хушас

Чăваш Ен чысне Бельгире вăйлă 3 теннисист хÿтĕленĕ: Максим Кабуркин, Анастасия Иванова, Юлия Пу-говкина. Тĕнче шайĕнчи ăмăрту Спа хулинче иртнĕ. Парнесене 3 ÿсĕм категорийĕнче пайланă. Пултаруллă теннисистка Настя бронза медаль çĕнсе илнĕ.
Спортсменсене Чăваш Республикин пĕрлештернĕ командин аслă тренерĕ Артем Уточкин тата сĕтелçи теннисĕн аслă категориллĕ тренерĕ Ирина Кириллова аталантараççĕ.
Бельгире Раççейĕн 15 спортсменĕ хутшăннă, вĕсем 6 медальпе таврăннă: 1 ылтăн, 1 кĕмĕл, тата 4 бронза.
 

Валентина ФЕДОРОВА хатĕрленĕ.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.