Комментари хушас

21 Çу, 2014

Хамăр спортсменсемпе мухтанатпăр

Тĕнче тата Европа шайĕнчи тĕрлĕ ăмăртуран пысăк çитĕнÿсемпе таврăннă спортсменсемпе вĕсен тренерĕсене чысласси йăлана кĕчĕ. ЧР Физкультурăпа спорт министерстви йĕркеленĕ савăнăçлă мероприяти ку хутĕнче «Спорт» хăна çуртĕнче иртрĕ.

Уявра ăмăрту паттăрĕсене ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Мельников саламларĕ. «Сирĕн çитĕнĕвĕр - пирĕн çитĕнÿ. Эсир - Чăваш Ен мухтавĕ. Тĕрлĕ шайри чемпионатсенче мала тухса эсир республика тата çĕр-шыв ят-сумне çÿле çĕклетĕр. Чăваш Ен Правительстви спортсменсене пулăшас тĕллевпе сахал мар ĕç тăвать. Пысăк çитĕнÿсемпе палăрнă спортсменсемпе вĕсен тренерĕсене 2012 çултан премисемпе стипендисем пама тытăнчĕç. Иртнĕ çул спортсменсене хатĕрлемешкĕн тата ăмăртусем йĕркелемешкĕн тăкакланакан укçа-тенкĕн калăпăшне ÿстересси çинчен йышăну тухрĕ. Çакă сире тата пысăк çитĕнÿсем тума хавхалантарасса шанатăп. Сире çитĕнÿ картлашкипе çÿлерех те çÿлерех хăпарма сунатăп», - терĕ вăл самбо, сумо, кĕрешÿ, йывăр атлетика, шашка, çăмăл атлетика ăмăртăвĕсенче палăрнă çамрăк спортсменсемпе вĕсен тренерĕсене сертификатсемпе чысланă май.

Вĕсен йышĕнче чи çамрăкки - 12-ри Даниил Леонидов. Пултаруллă шашист Беларуçре иртнĕ Европа турнирĕнче икĕ вăйăра мала тухса çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ, тепĕр тупăшура кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ. Пĕлтĕр те вăл тĕнче ăмăртăвĕнчен виçĕ «ылтăнпа» таврăннăччĕ. Унăн тренерĕ Вячеслав Сухович каланă тăрăх - Данила спорт шкулне çÿреме пуçланă çулах лайăх кăтартусемпе тĕлĕнтернĕ, каярах республикăри чи ăста шашистсене те çĕнтерме тытăннă. Хальхи вăхăтра ача çĕр клеткăллă шашкăпа выляма хăнăхать, çывăх вăхăтра Раççей спорт мастерĕн ятне тивĕçĕ.

Тĕл пулăва Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче вĕренекен, республикăра сумо енĕпе ăсталăха туптакан Анастасия Тарасовăпа унăн тренерне Николай Пертрова та чĕннĕ. Пĕлтĕр Çĕмĕрле пики сумо тата кĕрешÿ енĕпе çĕр-шыв тата тĕнче чемпионачĕсенче пĕрремĕш вырăнсене йышăннăччĕ. Кăçал тепĕр çитĕнÿпе савăнтарчĕ - Польшăра сумо енĕпе иртнĕ Европа чемпионатĕнче 95 килограмлă хĕрсен ушкăнĕнче çĕнтерчĕ.

Шупашкарти Олимп резервĕсен училищин студенткишĕн Александра Козловăшăн та кăçалхи çул ăнăçлă пуçланнă. Спортăн чи йывăр енĕпе туслăскер Европа ăмăртăвĕнче /Польшăра иртнĕ/ пĕлтĕрхи пекех иккĕмĕш кăтартупа палăрнă. Хĕре журналистсен ыйтăвĕсене хуравласси штанга йăтассинчен йывăртарах пулин те турнир еплерех иртни çинчен каларĕ, çапах тĕллевсемпе паллаштарма сăпайланчĕ. Унăн тренерĕ Геннадий Иванов пике ытти спортсмен пекех Олимп вăййисене хутшăнма ĕмĕтленнине систерчĕ.

Сертификата тивĕçнисен йышĕнче Европа ăмăртăвĕн пьедесталĕ çине хăпарнă самбистсем те пулчĕç. Турнирта пĕрремĕш утăмсем тунă Владимир Алексеевпа Ришат Нигматуллин хăйсен виçисенче бронза медаль çĕнсе илнĕ, Европа ăмăртăвĕнче Александр Федоров та виççĕмĕш вырăн йышăннă. Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă 5-мĕш спорт шкулĕнче ирĕклĕ мелпе кĕрешекен хĕрсемпе ĕçлекен çамрăк тренерăн Светлана Константиновăн вĕренекенĕсем те пысăк ăмăртусенче пĕрре мар мала тухнă. Акă Надежда Федорова - çĕр-шыври чи пултаруллă спортсменка: нумаях пулмасть вăл Европа чемпионатĕнчен «бронзăпа» таврăннă. Тренерăн тепĕр воспитанникĕ 15-ри Екатерина Гаврилова та Болгарире виççĕмĕш наградăна тивĕçнĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.