Комментари хушас

21 Çу, 2014

Чăваш çăлтăрĕсем - пысăк экран çинче

...Çу уйăхĕн 11-мĕшĕнче «Мир Луксор» кинотеатрăн Пĕчĕк залĕнче çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм хуçаланчĕ. Урăхла пулма та пултараймасть: экран çинче Голливуд çăлтăрĕсемпе шоу-бизнесра чапа тухнă çынсем мар, Чăваш патшалăх филармонийĕн артисчĕсен паллă сăнĕсем мĕлтлетеççĕ! Константин Иванов поэми тăрăх Чăваш Ен Президенчĕн гранчĕ пулăшнипе хатĕрленĕ пĕрремĕш наци мюзиклĕ тулли метражлă фильм формачĕпе кун çути курчĕ. Чăваш культура историйĕнче тарăн йĕр хăварнă спектаклĕн киноверсийĕн презентацийĕнче проект авторĕсем, фильма хатĕрлекенсем, пуçару ăнăçлă вĕçленессе шаннă çынсем тĕл пулчĕç.

Николай Казаков çырнă кĕвĕ, Борис Чиндыков либретти, Валентин Федоровăн сценографийĕпе тумĕсем, Евгения Устиновăпа Кристина Игнатьева лартнă ташăсем, Валерий Игнатьевпа Александр Белоусов аранжировки, Павел Шараповпа Александр Никитинăн çутă партитури хальхинче объективсемпе камерăсен ытамĕнче тĕлĕнтермĕш пулса çут тĕнчене килчĕç.

Фильм экран çине тухиччен чылай вăхăт иртрĕ. Пĕр уйăха яхăн филармони сцени çинче ÿкернĕ, видеоматериала тивĕçлĕ шая çитерессишĕн çулталăк ытла ĕçленĕ. Çак ĕç-хĕле республикăри чи вăйлă пултарулăх ушкăнĕсене явăçтарнă. Вĕсем: Андрей Васильев режиссер, SNEAKY FILM COMPANI студи, Евгений Герасимов /Chebmotions студи/, Данила Алимасов /аАа студи/ операторсем, Нарспипе Сетнер юратăвне уçса паракан Александра Казаковăпа Александр Васильев... Константин Ефремовăн Тăхтаманĕ, Константин Москалевăн Михетерĕ, Маргарита Финогентовăн Нарспи амăшĕ, Наталья Головинан Евчи, Анатолий Даниловăн Юмăçĕ питĕ хăйне евĕрлĕ пулса тухнă. Ĕç-хĕле «Çавал» ансамбль тата «Nota «G» шоу-балет калăпланă халăх йăли-йĕрки, юрри-ташши пуянлатнă. Илемлĕ, хăйне евĕрлĕ, ăнтăлуллă... Пĕтĕмпех ĕлĕкхи пекех, анчах çĕнĕлле хакласа, драматургин кĕтмен пусăмĕсемпе евĕрлетсе.

Фильм культура уçлăхĕнче тивĕçлĕ вырăн хăвăрт йышăнма пултарни классикăна çакăн пек «вулани» хальхи ăрушăн пĕлтерĕшлине çирĕплетет. Çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче çав залрах «Нарспие» халăха кăтартнă. Умра тата та пысăкрах тĕллевсем... «Нарспи» фильм çу уйăхĕн 19-24-мĕшĕсенче Чăваш Енре иртекен Шупашкарти VII кинофестивалĕн «Сахал йышлă халăхсен кинематографĕ» конкурс программине хутшăнать.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.