Мария МИТИНА

21 Çу, 2014

Чăваш çăлтăрĕсем - пысăк экран çинче

...Çу уйăхĕн 11-мĕшĕнче «Мир Луксор» кинотеатрăн Пĕчĕк залĕнче çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм хуçаланчĕ. Урăхла пулма та пултараймасть: экран çинче Голливуд çăлтăрĕсемпе шоу-бизнесра чапа тухнă çынсем мар, Чăваш патшалăх филармонийĕн артисчĕсен паллă сăнĕсем мĕлтлетеççĕ!