Комментари хушас

16 Apr, 2018 | Спорт | ăмăртусем

Çĕршыври 5 регионтан 130 яхăн чи вăйлă шахматист «Шупашкар Арена» Пăр керменĕнче тĕл пулнă. Паллă ентешĕмĕре, шахмат енĕпе СССР тĕнче класлă спорт мастерне, Раççей чемпионне Владимир Сергиевскине халалланă Пĕтĕм Раççей ăмăртăвĕ республикăра иккĕмĕш хутчен иртнĕ. Виçĕ кун хушшинче ăмăрту хăвăрт шахмат тата блиц енĕпе иртнĕ, унта 60 çултан аслăраххисем тата 16 çултан çамрăкраххисем уйрăм ушкăнсенче тупăшнă.

Чи нумай наградăна Шупашкар спортсменĕсем тивĕçнĕ. Вера Сидорова, Василий Аршинов тата Антон Смирнов икĕ дисциплинăра икшер ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. «Хăвăрт шахматсенче» Андрей Сафронов мала тухнă, Александр Петров кĕмĕл медальлĕ пулнă. Ольга Ильина блицра бронза медаль çĕнсе илнĕ.

«Энергия» ачасемпе çамрăксен спорт шкулне çӳрекен 11 çулти Антон Смирнов Хусан гроссмейстрне Рамиль Хасангатинова çĕнтерсе ылтăн медале тивĕçнĕ. Вăл часах Чăваш Ен чысне Раççей шайĕнче хӳтĕлĕ.

 

Лариса ПЕТРОВА. Фото https://vk.com/album-117701199_253423415

Исключить из Яндекс-Новостей: