Вăрнар районĕнчи ял клубĕнчи фитнес-клуба ватăсем те çÿреççĕ
Вăрнар районĕнчи Хорнсорти ял клубĕнче тăваттăмĕш çул ĕнтĕ «Хастарлăх» фитнес-клуб ĕçлет. Унта ача-пăча кăна мар, ватă çынсем те çÿреççĕ.
Фитнес-клуба йĕркелекенни — ял клубĕн заведующийĕ, кире пуканĕ çĕклессипе спорт мастерĕн кандидачĕ Михаил Кузьмин. Ял халăхне спорта явăçтарма, пушă вăхăтне усăллă ирттерме тăрăшать вăл. Ырă пуçарăва пурнăçа кĕртме вара Мария Васильева пенсионер пулăшать. Физкультура учителĕн дипломне илнĕскер çак ĕçе хаваспах хутшăнать.
Занятисенче çынсем тĕрлĕ хусканусем тума хăнăхаççĕ, тĕрĕс сывлама вĕренеççĕ. Ватăсем эрнере виçĕ хут пуçтарăнаççĕ. «Ялта ĕç нумай, çапах фитнеса çÿреме те вăхăт тупатпăр. Пĕрле пуçтарăнса сывлăха çирĕплетни, хутшăнни кăмăла çĕклет. Заняти хыççăн ывăнас вырăнне вăй-хал хушăннине туятпăр, — теççĕ вĕсем. — Клуб хуларисене çитеймесен те пирĕншĕн вăл чун йăпатмăш, савăнăç».
Малтанах клуба «хуçкаланма» çÿрекен пенсионерсенчен шÿтлесе кулма хăтланакансем те пулнă. «Чăлха-нуски çыхасчĕ, мăнуксемпе ларасчĕ», — текеленĕ. Анчах вăхăт иртнĕ май шухăш-кăмăлĕ улшăннă. Халĕ ватăсене кура ял çамрăкĕсем те унта туртăнни сисĕнет.