Комментари хушас

Шупашкарти маунтинбайк центрĕнче кире пуканĕ йăтас енĕпе ветерансен хушшинче Раççей чемпионачĕ старт илчĕ. Чăваш Ене çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен аслă ÿсĕмри 200 яхăн спортсмен пуçтарăнчĕ.

Савăнăçлă парадра вĕсене ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, ЧР спорт министрĕ Сергей Шелтуков, Кире пуканĕ йăтакансен федерацийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ертÿçи Юрий Карпов, Олимп вăййисен призерĕ Владимир Андреев тата ыттисем ăнăçу сунчĕç.

Юрий Заварзин, Архангельск облаçĕ:
- Чăваш Енри çынсем тимĕр вăййипе питĕ туслă. Çамрăкскм те, ветерансем те кире пуканĕ йăтаççĕ. Эп вĕсемпе тĕрлĕ ăмăртура пĕррĕ мар помост çинче вăй виçнĕ. Çав тери пултаруллă та маттур вĕсем. Паян та эп хавхалансах Шупашкара çитрĕм.

Василий Шоркин, ЧР Спорт ветеранĕсен канашĕн председателĕ:
- Эпир хамăр республикăра ветерансем хушшинче нумай ăмăрту ирттеретпĕр. Аслă ÿсĕмрисем спортра хастар. Кире пуканĕ йăтакан пăхаттирсем те çамрăксене тĕслĕх кăтартаççĕ.

Андрей МИХАЙЛОВ. Автор тата Татьяна ВАШУРКИНА сăн ÿкерчĕкĕсем.

Исключить из Яндекс-Новостей: