Комментари хушас

6 Ака, 2018

Шупашкарта ыран çĕршыври ветерансем кире пуканĕ йăтĕç

Ыран, ака уйăхĕн 7-мĕшĕнче, кире пуканĕ йăтакан ветерансем Шупашкарти маунтинбайк центрне пухăнĕç. Çĕнĕ те хăтлă спорт керменĕнче Раççей чемпионачĕ иртĕ.

Тимĕр вăййипе туслисен федерацийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ертÿçи Юрий Карпов пĕлтернĕ тăрăх, ăмăртура 30 регионти 200 яхăн пăхаттир вăй виçĕ. Унта тĕнче тата Европа турнирĕсенче палăрнă атлетсем те хутшăнĕç. Пирĕн республика чысне аслă çулти 20 ытла спортсмен хÿтĕлĕ. Команда капитанĕ пулма Канаш хулинчи сумлă тренера Владимир Понихидкина (сăн ÿкерчĕкре) шаннă.

 

Рубрика: