Комментари хушас

6 Ака, 2018

Ветерансем вăй виçĕç

Сăмах — кире пуканĕ йăтакан аслă ÿсĕмри çынсем çинчен. Пирĕн ветерансем Раççейре кăна мар, Европа тата тĕнче шайĕнчи ăмăртусенче те тĕрлĕ медаль çĕнсе илсе Чăваш Ен ят-сумне çĕкленĕ.

Канаш хулинчи сумлă тренер Владимир Понихидкин, Шăмăршă районĕн хисеплĕ гражданинĕ Владимир Шуряков, ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Юрий Карпов тĕнче ăмăртăвĕсенче пĕрре мар палăрнă. Куславкка хулинче пурăнакан Бронислав Чернов та тивĕçлĕ канăва тухсан пысăк çитĕнÿсем турĕ. Сакăр теçетке çул урлă каçнă арçын хăй вăхăтĕнче тĕнче чемпионачĕсенчен медальсемпе таврăннă. Шупашкарти 9-мĕш заводра ĕçлекен Станислав Белков, Улатăр хулин мухтавлă ывăлĕ Валерий Притуленко, Патăрьелти Владимир Никитин, Хĕрлĕ Чутайри Владимир Ульянов тата ыттисем тахçанах асатте-кукаçи ятне илтнĕ пулин те помост çине тухса хăйсен вăйне тĕрĕслеме пăрахман-ха.
Ака уйăхĕн 7-мĕшĕнче кире пуканĕ йăтакан ветерансем Шупашкарти маунтинбайк центрне пухăнĕç. Çĕнĕ те хăтлă спорт керменĕнче Раççей чемпионачĕ иртĕ. Тимĕр вăййипе туслисен федерацийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ертÿçи Юрий Карпов пĕлтернĕ тăрăх — ăмăртура 30 регионти 200 яхăн пăхаттир вăй виçĕ. Унта тĕнче тата Европа турнирĕсенче палăрнă атлетсем те хутшăнĕç. Пирĕн республика чысне аслă çулти 20 ытла спортсмен хÿтĕлĕ. Команда капитанĕ пулма Владимир Понихидкина шаннă.
 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.