Комментари хушас

5 Ака, 2018

Чăваш театрĕ – Çурçĕр Пальмирăна

Ака уйăхĕн 7-9-мĕшĕсенче Санкт-Петербургра Чăваш культура кунĕсем иртĕç. Шăпах çав кунсем тата К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн гастролĕпе те асра юлĕç. Ăна театра йĕркелесе янăранпа 100 çул çитнине халалланă.

Культура кунĕсем Нева çинчи хулара ака уйăхĕн 7-мĕшĕнче Национальноçсен çуртĕнче Питĕрте пурăнакан чăваш ÿнерçисен куравĕпе уçăлĕç. Çав кунах унта Чăваш Ен артисчĕсен уяв концерчĕ те иртĕ.

Чăваш театрĕн гастролĕ вырсарникун «Литейнăйри» театрта пуçланĕ. Питĕр чăвашĕсем Иоаким Максимов-Кошкинскин «Вĕри юнлă çемçе чун» спектаклĕпе паллашĕç. Тунтикун асăннă театртах Арсений Тарасовăн «Туя туй пек тăрар-и?» камичĕ йăхташсене пуçтарĕ.

Рубрика: 
Теги: