Комментари хушас

Пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче Раççейре культура ĕçченĕсен кунне паллă турĕç. Культура сферинче ĕçлекен нумай. Вĕсен шутне музыкантсем, ÿнерçĕсем, музей ĕçченĕсем, кино тата театр артисчĕсем тата ыттисем кĕреççĕ. Пурин уявне пĕрлештерекенни вара — шăпах çак кун. Уява 2007 çултанпа паллă тăваççĕ. Çулсерен вăл анлăланса, вăй илсе пырать.
Эпир ыйтăма ялти культура çурчĕсенче вăй хуракансене хутшăнтарас терĕмĕр. Мĕнпе сывлать ял клубĕ? Çамрăксене культура енчен аталанма май пур-и?

Надежда КВАСОВА, Патăрьел районĕнчи Анат Тăрмăш ялĕнчи культура çурчĕн заведующийĕ:
— Ял клубĕ сывлать-ха. Эпир ăна «вилме» памастпăр. Нумаях пулмасть икĕ пÿлĕмре юсав ĕçĕсем ирттертĕмĕр. Пĕр пÿлĕмне илем кÿртме Çăл Атăкри Юрий Карлинов пулăшрĕ.
Çамрăксем культура çуртне хаваспах çÿреççĕ. Шел те, ялти çамрăксем хулара тĕпленнĕ май кунта çÿрекенсен йышĕ чакрĕ.
Шăматкунсерен ташă каçĕсем иртеççĕ. Эпир хатĕрленĕ конкурссене çамрăксем хаваспах хутшăнаççĕ. «Кĕрхи бал», «Ăсату каçĕ», «Юратуллă чĕресен каçĕ», «Çĕршыва хÿтĕлекенсене мухтав» — çак мероприятисене çулсерен кĕтеççĕ. Тата кашни çулах «Çурхи пике», «Супер асанне», «Мини мисс тата мистер», «Чăваш пики», «Ылтăн асанне» шоусем иртеççĕ. Куракан лăк туллиех пухăнать. <...>

Анастасия АКСАКОВА, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Кивĕ Атикасси культура çурчĕн методисчĕ:
— Пирĕн культура çурчĕ тĕрлĕ мероприяти ирттерет, район шайĕнчи конкурссене хутшăнса Хисеп грамотисем илет. Çамрăксем пур, çук мар. Вĕсем клуба çÿреччĕр тесе ташă каçĕсем, вăйăсем, конкурссем ирттеретпĕр. Халăх «80 çулсенчи» дискотекăна кăмăллать. Кунта çамрăкĕ те, асли те, хушăран пенсирисем те килеççĕ. Çакă, ман шутпа, питĕ аван.
<...> Пире Тюмень облаçне йыхравларĕç, анчах пушă вăхăт тупайманнипе, ялта пурăнакан çыннăн выльăх-чĕрлĕх пăхмаллине пула каяймарăмăр. <...>

Любовь СЕРГЕЕВА, Канаш районĕнчи Шăхасан салинчи культура çурчĕн методисчĕ:
— Культурăра 1989 çултанпа вăй хуратăп. Шăхасанти культура çуртĕнче вара — 2008 çултанпа. Клуб уçсассăнах çын çав тери нумай пухăнатчĕ. Халь çамрăксем сахалланчĕç. Вĕсем Канаш хулинчи клуба çÿреççĕ.
Ялтине вара ытларах аслă çынсем пухăнаççĕ. Килти ĕçсене пĕтернĕ хыççăн шăкăл-шăкăл калаçса, çав вăхăтра алă ĕç туса ларма çав тери лайăх. «Кил хуçи арăмĕ» клуб ĕçлет. Ăна ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Ираида Петрова ертсе пырать. Кунта 40-60 çулсенчисем пухăнаççĕ. «Искусство тĕнчи» клуба Роза Рябчикова йĕркелесе тăрать. Клубăн ансамблĕ те пур: юрăсем юрлатпăр, сценкăсем лартатпăр. Ытларах кулăшлисене кăмăллатпăр. Хамăр ял халăхне концертсемпе хаваслантаратпăр <...>. Унсăр пуçне культура çуртĕнче «Парчар» фольклор ушкăнĕ ĕçлет. Ертÿçи — ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Виталий Дмитриев. Ушкăн 17 çул каялла йĕркеленнĕ. Шкул ачисем валли те кружоксем ĕçлеççĕ. <...>
Шел, пирĕн культура çурчĕ кивĕ. Кăçал çĕнĕ çурт хăпартасса шанатпăр. Тен, ун чухне халăхĕ те ытларах пухăнĕ? Тулли верси...

 

Валентина ФЕДОРОВА ыйтса пĕлнĕ.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.