Комментари хушас

3 Ака, 2018

Виççĕшĕ те — кубокпа, медальпе

Ĕнер, ака уйăхĕн 2-мĕшĕнче, Шупашкарти çамрăк спортсменсем Мускав облаçĕнчи Лыткарино хулинче акан 1-мĕшĕнче иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери каратэ ăмăртăвĕнчен таврăнчĕç.

Вова Никитина /35-мĕш шкул/, Коля Терентьева /38-мĕш шкул/, Артем Андреева /11-мĕш шкул/ чукун çул вокзалĕнче ашшĕ-амăшĕ, тренерĕ Владимир Иванов кĕтсе илчĕç. Арçын ачасем çĕнтерÿпе — пурте кубокпа, медальпе. Маттурскерсем спортăн çак тĕсĕн ăсталăхне хура пиçиххи хуçи Владимир Иванов ертсе пыракан 38-мĕш шкулти «Коршун» каратэ клубĕнче туптаççĕ. Тĕнче шайĕнчи ăмăртăва тухса кайиччен тренировкăра тĕл пултăм вĕсемпе. Каратэне юратма тренерĕ вĕрентнине палăртрĕç арçын ачасем. «Çитĕнÿсем тунă вăхăтрах çĕнтерейменни те пулать, анчах вăл кансĕрлемест. Пачах тепĕр май — тата хытăрах тăрăшма хистет», — çирĕплетрĕç тухăç кĕрешĕвĕн ăслайĕсене лайăх пĕлекенсем.