Социаллă тÿлевсем пулăшу кирлисене тĕревлеççĕ
«Социаллă тÿлевсем валли кăçал пĕтĕмпе 7 миллиард тенкĕ уйăрассине çирĕплетнĕ. Хамăрăн граждансен умĕнчи обязательствăсене туллин пурнăçлатпăр, ку енĕпе чăрмавсем çук», — палăртрĕ ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва пуçланă май.
Социаллă тÿлевсен кун йĕркине кĕртнĕ темипе ĕçлев министрĕ Сергей Димитриев тĕплĕн паллаштарчĕ. Çичĕ теçетке ытла çул-йĕрпе уйăракан çав тÿлевсене республикăра пĕтĕмпе 312 пин ытла çын илет. Кăçалхи кăрлач-пуш уйăхĕсенче вĕсене 1,2 миллиард тенкĕ тÿленĕ.
Нумай ачаллă çемьесене кÿрекен пулăшу курăмлă. Çав шутра — виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасемшĕн паракан тÿлев, амăшĕн капиталĕ тата ытти те. Тепĕр тесен пĕрремĕш ачашăн паракан укçана та чылай çемье илме пуçланă ĕнтĕ. Коммуналлă тÿлевсен виçи тупăшăн 22% пысăкрах тĕслĕхсенче çемьесене паракан пулăшу калăпăшĕ те пысăк — çак тÿлеве 12,3 пине яхăн çын илет. Çуртсен капиталлă юсавĕшĕн 70 çултан иртнисем тÿлевĕн 50% кăна хываççĕ, 80 çултан иртнисене вара çак тÿлеврен вуçех хăтарнă — ку çăмăллăхпа 6,3 пин çын усă курать. Ĕçсĕрлĕхшĕн 13 пин ытла çын пособи илет.
Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн ертÿçи Роза Кондратьева ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен социаллă пособисене 2,9% ÿстерни пирки пĕлтерчĕ.