Комментари хушас

29 Пуш, 2018

Кану лагерĕн эмблемине ÿкернĕ

Пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче ачасен канăвне йĕркелекенсен республикăри 1-мĕш форумĕ иртрĕ. Унта кану лагерĕн эмблемине [логотипне] ÿкерсе дипломсене палăрнă ачасене чысларĕç. 138 ĕçрен 11-ĕшĕ чи лайăххисен йышне кĕнĕ.
Çĕнĕ Шупашкарти 18-мĕш лицейра 7-мĕш класра вĕренекен Дима Иванов пултарулăх конкурсĕсене час-часах хутшăнать. «Республикăри ачасен канăвĕ» эмблема ÿкерекенсен конкурсĕнче вăл маттуррисен ретне лекнĕ. ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Сергей Кудряшов аллинчен сумлă наградăна илнĕ чухне мĕнле туйнă-ши хăйне Дима?
— Сцена çине хăпарсанах хама лăпкă тытма тăрăшрăм пулин те кубока, çĕнтерÿçĕ дипломне тыттарсан пăлханнипе чутах алăран ÿкермерĕм, — аса илчĕ арçын ача. — Питĕ савăнтăм наградăшăн. Çак çитĕнÿ мана конкурссенче тата хутшăнма хавхалантарчĕ. Çав вăхăтрах алла киçтĕк тытас килчĕ.

Тухтăр пуласшăн

Дима «4» тата «5» паллăсемпе вĕренет. Уйрăмах физикăпа математикăна тарăннăн ăса хывма тăрăшать вăл. Иртнĕ çул Мускаври физикăпа техника институчĕ ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри физика олимпиадине хутшăнса маттурскер 1 степеньлĕ диплома тивĕçнĕ. Чи юратнă предметсем вара унăн — биологипе хими. Ку арçын ача ÿссен тухтăр пулассипе çыхăннă. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.