Комментари хушас

Пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче Ишек салинчи вулавăшра Поэзи кунне халалласа «Тĕнчере тĕрлĕрен кĕнчеле» сăвăсен конкурсĕ иртрĕ. Унта Ишек шкулĕн вĕренекенĕсем хастар хутшăнчĕç. «Чăрăш» ача садне çÿрекенсем те айккинче юлмарĕç. Софья Смелова, Лиза Вастеева, Кирилл Петров, Саша Смирнов сăвăсене илемлĕ вуларĕç. Надежда Петрова воспитатель ачасене лайăх хатĕрлени палăрчĕ.
Уяв пуçламăшĕнче Светлана Александрова заведующи «Поэзи яланах манпа» кĕнеке куравĕпе паллаштарчĕ. Уйрăмах районти поэтсен, Светлана Асаматăн кĕнекисем çинче чарăнса тăчĕ. Кайран конкурс пуçланчĕ. Малалла вулас...
 

Екатерина ГРИГОРЬЕВА, Шупашкар районĕ, Ишек шкулĕ.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.